«Çемье компасĕ» ашшĕ-амăшне çăмăллăх парать
Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Элĕк округĕнче «Çемье компасĕ» консультаци лапамĕ ĕçлерĕ. Элĕкри тĕп библиотекăн актсен залне нумай ачаллă çемьесем, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен çемйисем, «кĕмĕл» волонтерсем хутшăнчĕç.
«Çемье компасĕ» акци «Единая Россия» политика партийĕн «Çирĕп çемье» проекчĕ шучĕпе иртет. Ăна йĕркелессине Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ, социаллă хÿтĕлев органĕсем, вĕренÿ тата медицина учрежденийĕсем, муниципалитет администрацийĕсем хăйсем çине илнĕ. Элĕк округĕнчи мероприятие округ пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Ильина, «Çирĕп çемье» проектăн муниципалитетри координаторĕ, Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Вячеслав Ефимов, Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕ Светлана Никитина, Хĕрлĕ Чутай больницин Элĕкри уйрăмĕн тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Федорова, «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕн карьера консультанчĕ Наталия Захарова, Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрăн тĕп эксперт специалисчĕ Ирина Корнилова, Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Элĕк округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Ольга Алексеева хутшăнчĕç. Вĕсем пухăннисене социаллă пулăшу мерисем çинчен каласа пачĕç, вĕсене илме мĕнле документсем хатĕрлемеллине, хăш организацисемпе çыхăнмаллине ăнлантарчĕç. Уйрăмах «Патшалăх пулăшăвĕсем» портал урлă ĕçлени пулăшу илессине çăмăллатать, вăхăта перекетлеме май парать. Тĕлпулăва пухăннисем профильлĕ специалистсене хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем пачĕç, хуравсем илчĕç.
Çемьесене консультаци парассипе йĕркеленĕ акци пĕчĕк ачасемпе отпускра ларакан амăшĕсемшĕн усăллă пулчĕ. «Эпĕ нумай ачаллă амăшĕ. Паянхи тĕлпулура хама кирлине нумай пĕлтĕм. Мĕнле çăмăллăхсемпе тÿлевсем илме пултаратпăр, социаллă пулăшусене мĕнлерех илмелле – çакă тата ытти ыйтусем çинчен каласа пачĕç. Ача пĕчĕк пулнипе саккун улшăнăвĕсене пурне те йĕрлесе пыма май килмест – «Çемье компасĕ» акцие пула вара ниме те куçран вĕçертместĕн, вăл амăшĕсене пысăк пулăшу парать», – терĕ Элĕк салинче пурăнакан Виктория Петрова.
Аса илтеретпĕр, çемьесене социаллă пулăшусем çинчен каласа памалли пĕрлехи куна ирттерессине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ырласа йышăннă. Çак кун консультаци лапамĕсем кашни муниципалитетрах ĕçленĕ. «Çемье компасĕ» пулăшнипе Чăваш Енри 800 ытла çын тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатма пултарнă. Кун пек тĕлпулусене йĕркелес шухăш ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсен тата çамрăк çемьесен сĕнĕвĕнчен пуçланнă. Ашшĕ-амăшĕ хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравсем илме пултарччăр тесен тĕрлĕ ведомство специалисчĕсене пĕр çĕре пухмалла. Сĕнĕве тĕпе хурса çĕнĕ «Çемье компасĕ» ĕçлесе кайнă. Вăл малалла мĕнлерех ĕçлессине кунта хутшăнакансен хаклавĕ тăрăх палăртĕç.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.
КОММЕНТАРИ
Алла САЛАЕВА, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:
«Ачаллă çемьесене пулăшу мерисемпе тивĕçтересси – «Единая Россия» партин Халăх программин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Ашшĕ-амăшне «Çирĕп çемье» парти проекчĕ урлă хальхи вăхăтра ĕçлекен патшалăх программисем çинчен каласа паратпăр».