Ырă ячĕ – халăх асĕнче
Элĕк салинче ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла пуç хунă Алексей Петров ячĕпе асăну хăми уçнă. Пирĕн ентеш Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хăй ирĕкĕпе кайнă. Паттăра сума суса вăл çуралса ÿснĕ çурт умне халăх йышлă пухăннă.
Ырă, ĕçчен, тĕрĕслĕхе юратакан çынччĕ теççĕ ун пирки ентешĕсем. Алексей кунтах çуралса ÿснĕ, вырăнти шкулта вĕреннĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан хăй ирĕкĕпе çĕршыва хÿтĕлеме каяссине пĕлтернĕ.
Малтанах Алексей ытти салтаксемпе пĕрле икĕ уйăхлăх Екатеринбург хулинче вĕреннĕ. Кунта çар ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Хĕрÿ вырăна тухса кайиччен çемйипе тĕл пулма Чăваш Ене килсе кайнă. Шел, ун чухне амăшĕпе курнăçма май килмен.
Фронтра Алексей Петров штурмовик та, разведчик та, снайпер та пулнă. Тăванĕсем патне шăнкăравласах тăнă. Салтак темиçе хут та хĕрÿ çапăçура пулнă, унтан чĕрĕ-сывах таврăннă. Анчах та пĕррехинче ăна вилмеллех амантнă. Унăн пурнăçĕ 2023 çулхи август уйăхĕнче татăлнă.
Вилнĕ хыççăн Алексей Петрова хăюлăх кăтартнăшăн Паттăрлăх орденĕпе чысланă. Асăну хăмине ывăлĕсем – Егорпа Дмитрий уçнă. Пухăннисем салтака асăнса пĕр минут шăп тăнă, асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хунă. Çĕршыв хÿтĕлевçи Алексей Петров яланах тăванĕсемпе ял халăхĕн асăнче пулĕ.
Николай СЕМЕНОВ.