Ырă ячĕ халăхра упранать
Октябрĕн 22-мĕшĕнче Элĕкри тĕп библиотекăра паллă чĕлхеçĕ Елизавета Федоровна Васильева çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа асăну каçĕ иртрĕ. Кунта Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем – Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тата Гуманитари ăслăлăхĕсен тĕпчев институчĕн ăсчахĕсем килсе çитрĕç. Тухса калаçакансенчен кашниех Елизавета Федоровнăпа пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илчĕç, унăн ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине палăртрĕç.
Елизавета Васильева 1934 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Ярхуньушкăнь ялĕнче çуралнă. Унăн ĕç биографийĕ тÿрремĕнех студентсене вĕрентессипе тата ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕпе çыхăннă. Елизавета Федоровна нумай çул И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ. Унăн тĕпчевĕсем чăваш лексикологийĕпе çыхăннă. Вăл тимленипе лексикологи, морфологи, ономастика çинчен ăслăлăх ĕçĕсем пичетленнĕ. Тăван чĕлхене ачасене вĕрентес ыйтăва та куçран вĕçертмен, кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем валли словарьсем хатĕрленĕ. Унăн паллă ĕçĕсем – «Синонимсен словарĕ», «Удмуртла – чăвашла словарь», «Казахла – чăвашла словарь», «Омонимсен словарĕ». Елизавета Федоровна Л.П.Сергеевăн «Вырăсла – чăвашла словарьне» хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă. «Тутар-вырăс-чăваш чĕлхисен калаçу словарĕ» паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть.
Асăну каçне Элĕкри тĕп библиотека директорĕ Раиса Гордеева уçрĕ. Вăл хăнасене Элĕк çĕрĕ çинче курма хавас пулнине палăртрĕ, çĕнетнĕ библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Мероприятие Елизавета Федоровнăн çывăх юлташĕ – ун патĕнче вĕренсе диплом ĕçĕ çырнă Нина Димитриева ертсе пычĕ.
Паллă ентеш ăсчахăмăр пурăннă чухне пуян еткерлĕх хăварнă - çакă вăл пĕтĕмпех тăван чĕлхепе çыхăннă. Çавăнпа та паян çак пуянлăха упраса хăварасси, çамрăк ăрăва явăçтарса унăн ĕçне малалла тăсасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать те. Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Ильина та çак шухăша палăртса каларĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Клавдия Порфирьевна Степанова пухăннисене юбилярăн пурнăçĕ çинчен туллин каласа пачĕ, Елизавета Федоровнăн сăввисемпе паллаштарчĕ. Библиотека ĕçченĕсем çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксемпе тата видеосыпăксемпе усă курса презентаци хатĕрленĕ. Элĕкри культура ĕçченĕсем музыка парни турĕç.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен тĕпчев институчĕн ăсчахĕсем Геннадий Дегтярев, Эдуард Лебедев, Алина Долгова Елизавета Федоровнăн ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине палăртрĕç, уйрăм кĕнекисемпе паллаштарчĕç. Чăваш Патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕн тата культурологийĕн кафедра заведующийĕ Татьяна Денисова тата филологи наукисен кандидачĕ Аниса Алексеева Елизавета Федоровна патĕнче вĕреннĕ, каярах пĕрле ĕçленĕ çулсене ăшшăн аса илчĕç. Пурте унăн ырă кăмăлне, тараватлăхне, ĕçченлĕхне, ĕçе тĕплĕн тума пĕлнине пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. «Элĕк çĕрĕ чăннипех те паллă чĕлхеçĕсенчен пуян. Александра Семеновна Канюкова, Иван Павлович Павлов, Виталий Сергеевич Сергеев, Алина Аркадьевна Сосаева... Ку списока тата та малалла тăсма пулать. Вĕсенчен пĕри вăл - Елизавета Федоровна Васильева - филологи наукисен кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Çынни питĕ ырăччĕ. Кашниех унăн ырă ятне чĕрере упрать, - терĕ Геннадий Дегтярев хăйĕн вĕрентекенĕ пирки.
Елизавета Васильевăн çутă сăнарне тăванĕсем, юлташĕсем, хăй вăхăтĕнче ун патĕнче вĕреннĕ, халĕ округри шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем аса илчĕç. «Елизавета Федоровна хăй вăхăтĕнчен маларах утнă çын пулнă, çавăнпа та унăн ĕçĕсене тĕпчесе те çитереймен-ха. Паянхи куна тата икĕ ал çырăвĕ упранать, вĕсене пичетлесен татах пуçтарăнса калаçăпăр», - терĕç пĕр çемьери пек ăшшăн иртнĕ тĕлпулăва вĕçлесе.
Марина МИХАЙЛОВА.