Хисепе тивĕçнĕ
Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, аграри секторне çирĕплетессипе ырми-канми тăрăшакансене чыслаççĕ. Кăçал та çак йĕркерен пăрăнмарĕç. Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче пысăк уяв иртрĕ. Кунта Элĕк округĕн делегацийĕ те хутшăнчĕ.
Çак кунах Чăваш Республикин Правительсто çуртĕнче агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсене саламларĕç. Кунта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хутшăннă.
Чыслава хутшăннисен йышĕнче Элĕк ен çыннисем те пулнă. «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакан Елена Константинова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хутне тивĕçнĕ. Наградăна вице-премьер – ЧР Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев панă.
Елена Михайловна хăйĕн ĕçне чунтан парăннă. Ĕçе юратни, коллективра пĕр чĕлхе тупни çитĕнÿсем тума пулăшать те.
Хамăр инф.