Хĕрарăм тивĕçĕ - ăрăва тăсасси
«Хĕрарăмăн ача çуратмалла. Çут çанталăк пире çапла тунă. Ăрăва малалла тăсасси те, çемье вучахне упрасси те пирĕн çинчех, çавăнпа та ача çуратма хăрамалла мар», - терĕ Елена Трифонова гинеколог врач Ача кĕтекен хĕрарăмсен кунне паллă тума пухăннисене саламласа.
2023 çултанпа Раççейре çулталăкра икĕ хут - апрелĕн 7-мĕшĕнче тата октябрĕн 7-мĕшĕнче - Ача кĕтекен хĕрарăмсен кунне паллă тăваççĕ. Çак уява сăлтавсăрах йĕркелесе яман. Пулас амăшĕсен сывлăхне пăхса тăнисĕр пуçне вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ, чĕре айĕнчи пепкене йăтса çÿренĕ вăхăтра пулăшу паракан тĕрлĕ сĕнÿ параççĕ.
Хальхинче Элĕк енри ача кĕтекен хĕрарăмсем округ администрацийĕн пĕчĕк залĕнче пухăнчĕç. Савăнăçлă мероприятие Элĕк округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăхĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен çумĕ – экономика тата инвестици политикин пай начальникĕ Лидия Никитина уçрĕ. Вăл паянхи кун патшалăх ача амăшĕсене, уйрăмах нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшу панине палăртрĕ. «Хĕрарăм пурнăçĕнчи чи хумхануллă, черчен те ăшă туйăмсем ача çуратса ÿстернĕ тапхăрпа çыхăннă. Амăшĕ пепкине чун ăшшипе юратăвне парать. Ача кĕтекен хĕрарăма курсан тÿрех тавралăх çуталса та илемленсе каять. Ку чăнах та çапла. Çĕнĕ чун çĕр çине килме хатĕрленет-çке! Сире пурне те ырăлăх сунатăп. Эсир шанчăклă алăра, мĕншĕн тесен Елена Прохоровна миçе ачана çут тĕнчене килме пулăшман-ши? Хăйĕн ĕçне пĕлсе тăвать», - терĕ Лидия Михайловна. Пухăннисене вăл округ пуçлăхĕ Александр Терентьев ячĕпе саламларĕ, парнесем пачĕ.
Хĕрлĕ Чутай больницин Элĕкри филиалĕн гинеколог врачĕ Елена Трифонова Ача кĕтекен хĕрарăмсен кунне округра виççĕмĕш хут паллă тунине пĕлтерчĕ. «Ачасене алла çăмăллăн илмелле пултăр. Ун хыççăн вара татах ача çуратас шухăш тĕвĕлентĕр, уйрăмах çакна пĕрремĕш хут ача çуратакансене калатăп. Пирĕн хушăра нумай ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсем те пур. Ку уйрăмах савăнтарать. Пирĕн пата консультацине ача çуратас кăмăллă хĕрарăмсем килсен чунра лăпкă пулса каять», - терĕ Елена Прохоровна. Паянхи куна хĕрарăмсен консультацинче 26 хĕрарăм учетра тăнине палăртрĕ.
Округ администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Евгения Андреева саламланă май ача çуралсан вăл çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна мĕнле илмеллине ăнлантарса пачĕ. Ку тĕлĕшпе Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ меллĕ пулнине аса илтерчĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан центрăн çемьесене тата ачасене пулăшу паракан уйрăм специалисчĕ Алина Архипова ача амăшĕсене тивĕçекен социаллă пулăшусем çинчен каласа пачĕ, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене пулăшма яланах хатĕр пулни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Центр çумĕнче ачасене валли вăхăтлăх паракан япаласен пункчĕ ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. «Чувашия – Мед» страхлав компанийĕн вырăнти уйрăмĕн ертсе пыракан специалисчĕ Алина Кавказова тата Чăваш Енри медицина страхлав компанийĕн Элĕкри уйрăмĕн заведующийĕ Римма Васильева амăшĕсене кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, страхлав полисĕ тутармалли хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç.
Тĕлпулу вăхăтĕнче пулас амăшĕсене ырă сĕнÿсем çырма сĕнчĕç. Хут çинче самантрах илемлĕ чечек пулса тăчĕ. Кашни çеçке çинче шанăç паракан тата чуна çемçетекен сунăмсем çырăнчĕç. Кашнин пурнăçĕнче çапла пултăрччĕ те!
Марина МИХАЙЛОВА.