Волонтерсен ĕçне пысăк хак панă
Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче «Доброфорум – 2026» республикăри форум иртнĕ. Кунта Чăваш Енри 300 ытла доброволец тата волонтер ĕçне йĕркелекенсем хутшăннă.
Пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламласа ыр кăмăллăх ĕçне хутшăннăшăн тав тунă, вĕсем паянхи кун чăннипех те пысăк тĕрев пулнине палăртнă. Регион ертÿçи хастар волонтерсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Наградăна тивĕçнисен йышĕнче Элĕксем те пулнине палăртма кăмăллă. Вĕсем: Мăн Шĕвĕшри Эльвира Иванова, Шĕмшешри Ирина Белецкая тата Тавăтри Антонина Егорова «кĕмĕл» волонтерсем.
Форумра «#МЫВМЕСТЕ Курск облаçĕпе» ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансене Чăваш Республикин çамрăксемпе ĕçлекен Управленийĕн начальникĕн Тав çырăвĕпе палăртнă. Ăна пирĕн округран Эльвира Кузьмина илнĕ. Çавăн пекех кунта Элĕкри Пĕрремĕшсен юхăмĕн хастарĕсем Евгений Михайлов тата Дарья Анисимова кушаксемпе йытăсене валли апат пухас ĕçе хутшăннă.
Н.СМИРНОВА.