Укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курмалла
Красноармейски салинче «Финанспа туслаш!» республикăри 3-мĕш çемье фестивалĕ иртнĕ. Кунта нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем пухăннă. Мероприяти «Çемье» наци проекчĕ шучĕпе иртнĕ.
Фестивальте финанс пĕлĕвĕнчи чи кирлĕ япаласем çинчен калаçнă – çемье бюджетне тĕрĕс планласси, кирлĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухасси, патшалăх пулăшăвĕсен мерисемпе тухăçлă усă курасси тата кивçен серепине лекесрен сыхланасси.
Финанс пĕлĕвĕпе çемье фестивальне Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕсем Алина Ананьева тата Анна Волкова хăйсен ачисемпе хутшăннă. Укçа-тенкĕпе ĕçлеме кирек хăш ÿсĕмре те вĕренме май пуррине тата финанс культурин никĕсне çемьере пĕчĕкренех хывмаллине вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартса панă.
Программа пуриншĕн те интереслĕ пулнă. Кунта хутшăнакансем тематика станцийĕсем витĕр тухнă. Вĕсем ултавçăсен схемисене паллама вĕреннĕ, банк продукчĕсемпе ĕçлеме хăнăхнă, бюджета планланă. Уйрăмах вăйă мелĕпе йĕркеленĕ экономикăра укçа ĕçлесе илнĕ тата вĕсене тăкакласа пăхнă. Ĕçсене пурнăçласан кунта хутшăнакансем фестиваль валютине илнĕ. Ярмăркка вĕçĕнче хăйсем ĕçлесе илнĕ «укçана» кирлĕ таварпа тата асăнмалăх парнесемпе улăштарма май пулнă. Тăрăшни сая кайман, кашниех парнеллĕ пулнă. Паллах, ку чухне вăйă мелĕпе çĕнннине нумай пĕлме май килнĕ. Ку вара малашлăхра тĕрĕс йышăну тума тата йăнăш утăм тăвасран асăрханма пулăшĕ. Çакă вара аслисемшĕн те, ачасемшĕн те питĕ усăллă.
Марина МИХАЙЛОВА.