Спортра маттур хĕрарăмсем
Ял хĕрарăмĕсем ĕçре те, спортра та маттур. Çакна вĕсем Ял хĕрарăмĕн кунне халалланă «Ял илемĕ» спартакиадăра кăтартса пама пултарчĕç.
Спорт мероприятине Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕ тата муниципаллă округсен администрацийĕсем йĕркелеççĕ. Программăна ГТО фестивалĕ, ГТО эстафети, хутăш эстафета, шашка, волейбол тата дартс кĕртнĕ. Ăмăртусене округсенче пурăнакан хĕрарăмсем, хĕрачасемпе пикесем хутшăнаççĕ.
Элĕк округĕнче «Ял илемĕ» спартакиада октябрĕн 9-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче иртнĕ. Ăмăртусене Элĕк енри организацисемпе территори пайĕсенчен 9 команда хутшăннă.
Этемлĕхĕн черчен пайне çывхарса килекен Ял хĕрарăмĕн кунĕ ячĕпе тата пĕрремĕш хут иртекен «Ял илемĕ» спартакиадăна хутшăннă ятпа Элĕк муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ Лидия Никитина, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн Элĕк округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Ольга Алексеева, Шупашкарти В. Егорова ячĕллĕ 1-мĕш №-лĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕн директорĕ Эльвира Ремизова, Элĕк округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Александр Куликов саламласа ăнăçу суннă. Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнчи хореографи уйрăмĕнче вĕренекенсем илемлĕ ташă парнеленĕ.
Спортăн кашни тĕсĕнче чи пултаруллисене палăртнă. Харпăр хăй çитĕнĕвĕсем командăна çĕнтерÿ патне çывхартнă. Хутăш эстафетăра Элĕк территори пайĕн команди мала тухнă. Призерсен йышне Мăнвылăсемпе Тавăтсем лекнĕ. ГТО эстафетинче Тавăтсем 1-мĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта Мăнвылăсем, виççĕмĕшĕнче – Йăлкăшсем. Ăс-хакăл çивĕчлĕхне шашка вăййинче аван кăтартса пама пултарнă спартакиадăна хутшăнакансем. Ку енĕпе Валентина Дмитриевăна çитекенни пулман. Октябрина Максимовăпа Александра Илларионовăн та кăтартăвĕсем пысăк. Вĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Дартс енĕпе Светлана Емельянова палăрнă. Призерсен йышĕнче Светлана Матьянова тата Галина Григорьева. Октябрĕн 10-мĕшĕнче Элĕксен команди Етĕрнере волейболла вылянă.
Ăмăртусен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем тăрăх çĕнтерÿçĕ ята Тавăт команди тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Мăн Вылă команди, виççĕмĕшĕнче – Элĕксем. Ятарлă парнепе спартакиадăна хутшăнакансенчен чи аслине хавхалантарнă. Ăна илекенĕ Валентина Дмитриева пулнă. Валентина Иосифовна спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. Çавăн пекех çамрăк ăрăва спорта явăçтарассипе тăрăшать.
Аса илтеретпĕр, Ял хĕрарăмĕн кунне октябрĕн 16-мĕшĕнче уявлĕç. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Хушăвĕпе çирĕплетнĕ.
Н.СМИРНОВА.