СМСри кода ан калăр
Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи сирĕн харпăр хăй кабинетне «çĕмĕрсе» кĕрсен мĕн тумалла?
Сирĕн пата «аккаунта çĕмĕрнĕ» тесе çырни килет. Кайран шăнкăрав пулĕ – питĕ кăмăллă сасăпа СМСри кода пĕлтерме ыйтаççĕ. Сире пулăшма шантараççĕ. Ку чухне вĕсен тĕллевĕ паллă: малтанах сире хăратмалла, кайран «пулăшмалла». Эсир кам пулни, миçе çулти пĕлте- рĕшлĕ мар – схема пуриншĕн те пĕр пек.
Тĕрĕссипе, сирĕн аккаунта никам та çĕмĕрмен. Ултавçăсене сирĕн СМСри код кăна кирлĕ. Ăна пĕлсен сирĕн ятпа кредит илеççĕ, ытти ултавлă ĕçсене тăваççĕ. Паспортпа СНИЛСа сутса яма та пултараççĕ.
Ултавçăсен серепине лекес мар тесен экспертсем çапла сĕ-неççĕ: шăнкăравлаканпа калаçма чарăнмалла, хăвăр профиле кĕрсе тĕрĕслемелле, анчах та ку чухне ултавçăсем сĕнекен каçăпа (ссылкăпа) усă курмалла мар.
Çакна та палăртмалла: Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче «Защита от мошенников сети» цифра сервисĕ ĕçлет. Кунти ĕçсем «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Онлайн сервиспа кашни çын шанчăклăн усă курма пултартăр тата кирлĕ чухне ăçтан пулăшу илмеллине пĕлтĕр. Кунта асăрхаттарса каланисемпе, пулăшу паракан каçăсемпе паллашма пулать.
(ЧР Цифра министрствин сайтĕнчен).