Пушара хирĕç режима пăрахăçланă
Октябрĕн 8-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче пушара хирĕç режима пăрахăçланă. Постановление ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов алă пуснă. Ку вăл регионта пушар енĕпе лару-тăру лайăхланнипе тата çут çанталăк пушарĕ тухас хăрушлăх чакнипе çыхăннă.
Аса илтететпĕр, Чăваш Енре пушара хирĕç режим апрелĕн 10-мĕшĕнчен вăйра пулнă. Çак тапхăрта вăрмансенче тата вĕсен çывăхĕнче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат пĕçерме, çÿп-çап çунтарма юраман. Хальхи вăхăтра пушара хирĕç режима пăрахăçлани асăрханулăх пирки манмалла тенине пĕлтермест, хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Типĕ курăка, çулçăсене тата туратсене хăвăр пахчара кăна çилсĕр çанталăкра çунтарма юрать. Ку чухне кăвайт валли 30 сантиметртан кая мар шăтăк чавмалла, унăн сарлакăшĕ 1 метртан кая пулмалла мар. Хуралтăсенчен 15 метртан аякра пулмаллине шута илмелле. Е тимĕр савăтра (пичкере) çунтарма юрать, унăн витти те тимĕртен пулмалла. Пичкене хуралтăсенчен 7 метр çурă аякра вырнаçтарма сĕнетпĕр.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Çавăнпа та ал айĕнче яланах огнетушитель, шыв тата хăйăр тытмалла. Карас телефон çумра пулни те кирлĕ чухне çăлавçăсене хăвăрт чĕнсе илме пулăшать. Çунтарса пĕтерсен вырăна шывпа сапмалла е хăйăрпа витмелле.
Лев ПРОКОПЬЕВ,
Элĕк округĕнчи пушар надзорĕн тата профилактика ĕçĕсен пайĕн начальникĕ.