Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă
Анатри Юлăшри Сад урамĕнчи икĕ хутлă капмар çуртра Александр Алексеевичпа Татьяна Ивановна Орловсен çемйи пурăнать. Кил хуçи арçынĕ 20 çул ĕнтĕ «Новый путь» хуçалăхра Юлăшри ĕне ферминчи коллектива ертсе пырать, вăл хăй пурнăçне тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Чăнах та, Александр Алексеевич çак хуçалăхрах вăй хурса чыс-хисепе тивĕçнĕ. Çак кунсенче Александр Орлова Чăваш Республикин ял хуçалăх Министерствин Хисеп хутне пани çинчен хыпар илтĕмĕр.
- Александр Алексеевич, эпир пĕр-пĕрне чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕлетпĕр ĕнтĕ, хăвăр ачалăхпа çамрăклăх çулĕсем çинчен каласа парсамăр.
- Эпĕ Анатри Юлăшра çуралнă. Ачалăхĕ те кунтах иртнĕ, шкул çулне çитсен ялти пуçламăш, унтан Вырăс Сурăмĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Анне, Иустиния Софроновна, пире, пилĕк ачана, çуратса кун çути парнеленĕ. Эпĕ асли пулнă, ман хыççăн Василий шăллăм тата виçĕ йăмăк: Нина, Лена, Рита çуралнă. Вĕсем пурте халĕ çемьеллĕ. Аннен пурĕ 10 мăнук: 6 хĕрачапа 4 арçын ача. Вĕсем каникул кунĕсенче пирĕн пата килсен анне питĕ савăнать. Шел, атте - Алексей Егорович Орлов чире пула 30 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă: ун чухне эпĕ 9 çулта, кĕçĕн йăмăк çулталăкра кăна пулнă. Анне халĕ кĕçех 88 çул тултарать.
- Хĕсметри пурнăç, паллах, кăсăклă, кун çинчен мĕн аса илнĕ пулăттăр?
- 1987 çулта салтака кайма ят тухсан эпĕ çĕршыв хÿтĕлевçи пулса хĕсметре икĕ çул ирттертĕм. Икĕ çул Челябинск хулинче Шалти Çарсен ретĕнче хĕрлĕ пакунлă салтак пулса çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм, ахаль салтакран аслă сержанта çитсе взвод командирĕн пулăшаканĕ пултăм. Спорта юратнăран ăмăртусене хутшăнаттăм, йĕлтĕрпе чупса иккĕмĕш разряд илнĕччĕ, ГТО нормине тултарса ылтăн значок, «Питĕ лайăх службăшăн» (II cтепень) кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕччĕ.
- Ĕç биографине мĕнле тата ăçта çырма пуçларăр?
- Эпĕ вăтам шкултан вĕренсе тухсан Вăрнарти ял хуçалăх техникумне агроном пулма вĕренме кĕнĕччĕ, анчах та пурнăç йывăр пулнăран пĕр çул хыççăн урăх вĕренме каймарăм. Ун чухне шăллăм Совет Çарĕн ретĕнче хĕсметре тăратчĕ, йăмăксем те вĕренетчĕç, укçа-тенкĕрен пурнăç хĕсĕкчĕ. Çавăнпа та ман ĕçе вырнаçмалла пулчĕ. Салтакран килсен вырма тапхăрĕ вăхăтĕнче тăван «Сорминский» совхозра Юлăшри йĕтем çинче тыр-пул тирпейлес ĕçе йĕркелесе пытăм. Унтан Шупашкарти РТИ заводĕнче контактлă сваркăпа сварщикра ултă çул ĕçлерĕм, завод кĕпе-йĕм çумалли «Волга» машинăсем кăларатчĕ. Кунта ултă çул ĕçленĕ хыççăн, пăтăрмахлă самана пуçлансан, ĕç вырăнĕсене заводра пĕчĕклетрĕç, пире ĕçрен хăтарчĕç. Завод кăларнă продукци сутăнмастчĕ. Вара манăн тепĕр тăватă çул Мускаври тата Шупашкарти тĕрлĕ стройкăсенче ĕçлеме тиврĕ. Тăван яла 2000 çулта таврăнтăм.
- Халĕ Сирĕн çемье нумай ачаллисен шутне кĕрет. Хăвăр çемьепе паллаштарсамăр.
- Эпĕ хамăр ялти Таня Андреева хĕрпе туслă пулнă, 2002 çулта пĕр çемьене чăмăртантăмăр. Мăшăрăм Вăрнарти профтехучилищăра бухгалтера вĕренсе тухнă, кайран куçăмсăр майпа Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕве тарăнлатнă. 2012 çулта икĕ хутлă çĕнĕ çурт туса пĕтерсе унта пурăнма куçрăмăр. Килте икĕ çăмăл машина тытатпăр. Таня мăшăрăм çине килти хушма хуçалăха тытса пырасси, ачасене воспитани парасси ытларах тиеннĕ. Вăл - манăн çирĕп тыл. Паянхи куна 6 сумалли ĕне, тăватă вăкăр усратпăр, чăх-чĕп, мускус кăвакалĕсем йышлă ĕрчететпĕр. Пирĕн виçĕ ача: икĕ ывăлпа пĕр хĕр. Егор Рязань хулинче Сывлăшпа çар десанчĕн чаçĕнче пиллĕкмĕш уйăх хĕсметре тăрать. Петя И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи истори факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Виолетта Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта улттăмĕш класра пĕлÿ пухать, вĕренÿре пултарулăхпа палăрать, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.
- Ĕçри ÿсĕмсем çинчен мĕн каланă пулăттăр?
- Ыйту панă пулсан хуравламах тивет ĕнтĕ, мухтанать тесе кăна ан шутлăр. «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕнче эпĕ 20 çул ферма ертÿçинче ĕçлетĕп. Çак тапхăрта ферма çурчĕсем йăлтах çĕнетрĕмĕр, републикăра та пирĕн хуçалăх малтисен ретĕнче. Кунта, паллах, ĕçтешсен тÿпи те пысăк. Робот-ферма ĕçе кайни виçĕ çул çитет. Паянхи куна Анатри Юлăшри робот-фермăра 235 пуç сăвакан ĕнерен 120 ĕнине робот сăвать.
Ĕçленĕ тапхăрта хуçалăх администрацийĕн, Элĕк район пуçлăхĕн Хисеп тата Тав хучĕсемпе пĕрре кăна мар чысланă, 2016 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн Тав хутне илтĕм. Ăратлă ĕне выльăхсен республикăри куравĕнче медале те тивĕçнĕччĕ. Унсăр пуçне уявсенче тĕрлĕ хаклă парнесем те пĕрре мар панă. Хуçалăх ертÿçисене, тĕп специалистсене ман ĕçе çавăн пек хак панăшăн тав тăватăп. Малашне те тăрăшса ĕçлесчĕ, палăртнă тĕллевсене чыслăн пунăçласчĕ.
Александр Орлов ĕçне хуçалăх ертÿçи Сергей Майоров та пысăк хак пачĕ. «Пысăк та пуян опыт пухнă чăн-чăн ертÿçĕ, коллективран çирĕп ыйтать, пуçарулăхпа палăрать, çитменлĕхсем çинчен вăхăтра пĕлтерсе вĕсене пĕтерессипе яваплăха туйса ĕçлет, пĕрле ĕçлекенсене ырă тĕслĕх кăтартать. Çавăнпа мухтава тивĕçлĕ», - палăртрĕ вăл. Апла пулсан эпир те Александр Алексеевича ăнăçу сунатпăр!
Петр ЕФИМОВ,
Чăваш Сурăм сали.