Пĕрремĕш утăмсем «Хĕлхем» спорт шкулĕнчен пуçланнă
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта армрестлинг енĕпе Чăваш Республикин уçă Кубокĕ иртнĕ. Турнира Чăваш Енри тата кÿршĕ регионсенчи – Чĕмпĕр тата Чулхула облаçĕсенчен, Мари Эл Республикинчен чи вăйлă спортсменсем пухăннă. Вĕсем хальхинче Раççей спорт мастерĕ Елена Алексеева парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртнă.
Ăмăртусем хĕрÿ иртнĕ. Кам çĕнтерессине тупăшăвăн юлашки çеккунтĕнче кăна пĕлме май пулнă. Спортсменсене куракансем те хавхалантарнă. Финала чăннипех те чунпа çирĕпписем, ку спорт тĕсĕн вăрттăнлăхĕсене алла илнисем çитме пултарнă.
Турнир кăтартăвĕсемпе Элĕксем те мăнаçланма пултараççĕ. Пирĕн ентеш, Хирлеппуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Георгий Васильев сумлă ăмăртура пысăк çитĕнÿсем тунă. Вăл 85 килограмлă виçе категорийĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă, кунсăр пуçне турнирăн абсолютлă чемпионĕ пулса тăнă.
Çитĕнÿсем ахаль килменни паллă ĕнтĕ. Кунта нумай çул спортăн çак тĕсне алла илессипе ĕçленине, хăвна хăв шаннине палăртмалла.
– Эпĕ армрестлинг енĕпе профессилле спортра 8 çул. Кашни кунах тренировкăсене çÿретĕп, вĕсем Чăваш патшалăх университечĕн спортзалĕнче иртеççĕ, çан-çурăма çирĕплететĕп, бассейна ишме çÿретĕп, – тет Георгий Васильев.
Спортри пирвайхи утăмсене вăл Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнчен пуçланă. Пĕрремĕш тренерпа Алексей Сергеевпа паянхи кун та çыхăну тытать. Тăван тăрăха таврăнсан округ центрĕнчи спортзала çÿреме майсем тупать. Кунти çамрăксене хавхалантарма тăрăшать, вĕсем валли ăстаçă сехечĕсем йĕркелеме хирĕçлемест. Шăпах та çак спорт тĕсне юратма ăна Алексей Валерьевич пулăшнине палăртать. Кунта вăйлă пулнисĕр пуçне техникăна та пĕлмелле, дисциплинăна çирĕп пăхăнмалла. Çак енсене паянхи çамрăксенче аталантарма кирлĕ те.
- Çитес çул хам ятран Элĕк салинче армрестлинг енĕпе ăмăртусем йĕркелесшĕн. Ентешсене спортăн ку тĕсне ытларах явăçтарас килет, - паллаштарчĕ умри тĕллевсемпе.
Георгий - паянхи çамрăксемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх. Спорт ăна пурнăçра та, вĕренÿре те пулăшса пынине пытармасть.
– Ача чухне эпĕ час-часах чирлеттĕм, çавăнпа та сывлăх çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине пĕлсе тăнă. Шкул çулĕсенче çине тăрсах спортпа туслашмаллине ăнланса илтĕм, – тет паянхи кун республикăра армрестлинг енĕпе палăрнă спортсмен.
Георгий тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕрет. Вăл спорт мастерĕн кандидачĕн ятне илме тивĕçнĕ. Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Атăлçи кубокĕнче» 3-мĕш вырăн йышăннă, очкосене пĕтĕмĕшле шутланипе «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ. Кашни ăмăрту характера çирĕплетет, татах та малалла аталанма пулăшать.
Георгий Васильев хальхи вăхăтра Шупашкарта ĕçлесе пурăнать пулин те тăван тăрăха манмасть. Амăшне, Венера Михайловнăна, пулăшма тăрăшать, чĕререн тав сăмахĕ калать.
Марина МИХАЙЛОВА.