Машинăсене çĕнĕ сăн кĕртет
Ялта ĕç çук. Мĕн туса пурăнмалла; Çак сăмахсене ытларах çамрăксенчен илтме тÿр килет. Çав хушăрах урăхларах шухăш-туйăм çавăрса илет мар-и? Ăçта çуралнă - çавăнтах кирлĕ пулнă тени вырăнлă мар-ши? Паянхи куна тăван кĕтесре аталанма та майсем çук мар. Çĕнĕрен-çĕнĕ программăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн çăмăллăхсем те. Апла пулсан пуçарулăх, çаврăнăçулăх кăтартни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе Изванкка ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Шулаев ырă тĕслĕх кăтартать.
Çĕнĕлле ĕçлесе тупăш илесси ăна тахçанах канăç паман иккен. Вăл хăйĕн пĕчĕк çĕршывĕнчех кирлĕ те усăллă çын пулма шутланă. Юлашки вăхăтра вара тинех вăхăт çитнĕ темелле. Самозанятăй текен программа Валерий Вячеславович кăмăлне кайнă-мĕн. Пĕрисем, авă, ятран çĕр илсе ĕçе пикеннĕ. Теприсем выльăх-чĕрлĕх усраса килти хушма хуçалăха аталантарма пуçланă. Валерий Шулаева вара техника тени çывăх.
- Автомашинăпа чупма кăна мар, ăна пăхса тăма та пĕлмелле, юсасах тăмалла, йĕркене кĕртмелле, - палăртать вăл.
Валерий Шулаев васкасах ĕçе кÿлĕнет. Вăл ялти пушанса юлнă хуçалăха хăй çине илет. Кунта вара ĕçлемелли нумай. Ан ÿркен кăна. Çапла майĕпен гараж çĕкленет. Çывăх çыннисем - Вячеслав Сильвестровичпа Галина Корниловна пулăшнипе объект часах ĕçе каять. Шăтăр-шăтăр çурт тул енчен кăна мар, шал енчен те килĕшÿллĕ пулса тухать. Мĕнех калăн, хăйне май мастерской уçăлнă кунта. Кирлĕ оборудовани çителĕклĕ, условисем лайăх. Çутă лампочкисем ялтăраççĕ кăна. Ăшă та кирлех. Çавна тĕпе хурса тимĕр кăмака ăсталанă Валерий Вячеславович. Вăл тирпей-илеме юратни те куç кĕрет. Ĕç вырăнĕ килĕшÿллĕ, ытлашши япала çук кунта. Гараж алăкĕ яра куна уçă. Йĕпе-сапара та хупăнсах тăмасть вăл.
- Автомашинăсем килсех тăраççĕ. Элĕк тăрăхĕнчен кăна мар, аякран çитнĕ тĕслĕхсем те пур. Пурин ыйтăвне те тÿрĕ кăмăлпа тивĕçтерме тăрăшатăп. Автомашинăна сăрласа сăн кĕртессипе тимлетĕп, май килнĕ таран юсаса йĕркене кĕртессипе те, - пĕлтерчĕ Валерий Вячеславович.
Пурнăç çулĕ çăмăл мар, хура-шурне те кăтартать. Элĕкри вăтам шкул хыççăн ĕç профессине илес тенĕ каччă. Кÿкеçри вĕренÿ комбинатĕнче сварщик енĕпе пĕлÿ илнĕ. Часах салтак аттине тăхăнма та вăхăт çитнĕ. Валерий çар службине Çурçĕр Кавказри хулара ирттерет.
- Чечен вăрçи вăхăтĕнче пурнăç шкулĕ витĕр тухрăм. Çар техники çинче - аслă наводчик.
Çамрăка пурнăç çулĕ таçта та çитернĕ. Çĕршыври пысăк стройкăсенче вăй хурать вăл. Çурçĕрти сивĕ те хăратман ăна. Кунта çичĕ çул таранах çуртсем хăпартнă. Мускав тăрăхĕнче те ĕç-хĕле парăнтарсах пынă. Ăста каменщик пулнипе палăрнă Валерий Шулаев. Ăна пултарулăхне кура бригадира та шаннă.
Тĕнче касса çÿреме çăмăлах маррине палăртать вăл. Тăван кĕтесрен хакли нимĕн те çуккине аванах пĕлет.
- Сире самозанятăй пулма, хăвăншăн хăвах ĕçлеме килĕшет-и? Çĕнĕлĕх ăнăçу кÿрет-и, усси пур-и? - интереслентĕм эпĕ.
- Ĕçе кулленех хавхаласа çÿретĕп. Саккунпа килĕшÿллĕн тимлетĕп. Учет, отчет çийĕнчех тăватăп, налук та тÿлетĕп. Çĕнĕлĕхе çиччĕмĕш çул ĕçе кĕртетĕп. Усси пулмасан ĕçлеместĕп те, - пулчĕ хурав.
Юнашарах сад-пахча, усă курмалăх çĕр пурри те савăнтарать ăна. Ашшĕ-амăшĕ çывăхрах пулни те аван уншăн. Çемье, ачисем пурри те телей. Валерий Вячеславович, сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканскер, пахчара беседка, чуччу вырнаçтарнă. Кунта пушă вăхăта ирттерме, пĕр-пĕрипе тĕл пулма мĕн тери аван. Пурнăç илемĕ çавăнта мар-и-ха? Чăннипех те çапла, тăрăшса ĕçленĕ хыççăн канма та кăмăллă.
Елена ТИМОФЕЕВА.