Культура ял-салана çĕнĕ варкăш кĕртет
Пиллĕкмĕш çул Раççейре, вăл шутра Чăваш Енре те, пысăк социаллă пĕлтерĕшлĕ «Культура» наци проекчĕ пурнăçа кĕрет. Унăн тĕп тĕллевĕ - ÿнерпе, пултарулăхпа пурне те паллашма майсем туса парасси, вĕсемпе кăсăклантарасси, ят-сумне ÿстересси тата тĕнче шайĕнче наци культури çинчен каласа парасси.
- «Культура» наци проекчĕ, ун йышĕнчи федераци программисемпе тĕллевлĕ проекчĕсем Раççейри культура аталанăвне калама çук пысăк пулăшу кÿреççĕ. Асăннă проект виçĕ пысăк енлĕ ĕçлесе пырать - ку кирлĕ инфратытăма йĕркелессипе, культура пуянлăхне цифрăлассипе тата культура тытăмĕнче ĕçлекенсене пулăшассипе çыхăннă. Нацпроектпа клубсемпе культура центрĕсем, ача-пăча ÿнер шкулĕсем хута каяççĕ, музейсемпе театрсенче пысăк юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Çавăн пекех культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет, модельлĕ вулавăшсем йĕркелеççĕ, - каласа парать Элĕк муниципаллă округĕн культура секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова.
«Культура» нацпроектпа Элĕк тăрăхĕнче те анлă ĕçсем тунă. Кăçал кăна Юманлăхра пысăк юсав ĕçĕсем иртнĕ пулсан, Тенири ялти культура çурчĕн пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланнă. Тенири культура вучахĕн заведующийĕ Людмила Васильева пĕлтернĕ тăрăх, çакă ял çыннишĕн çав тери пысăк савăнăç пулнă. Ара, культура çурчĕ çумĕнче драма, ташă кружокĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Фольклор ансамбльне те кăмăллать халăх, пĕтĕмпе 20-е яхăн тĕрлĕ ÿсĕмри çынна пĕрлештерет культура. «Культура» наци проекчĕпе вара вырăнти артистсене валли вырăс халăх юрри-кĕввипе сцена çине тухма çи-пуç килнĕ. Чăваш ташшине кăмăллакансем те халĕ çĕнĕ костюмĕпе куракана савăнтараççĕ. Кунсăр пуçне нацпроектпа килнĕ сасăпа çутă аппаратурисем, ноутбук, микрофонсем культура мероприятийĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерме май параççĕ. Сĕтел-пукан, шкафсемпе тивĕçтерни те чылай ыйтăва татса пама пулăшнă Людмила Геннадьевнăна. Çакă мероприятисенче куракансен тата вырăнти культура çуртне пултарулăхне аталантарма çÿрекенсен йышне ÿстересси çине витĕм кÿнĕ.
Элĕкри Культура çурчĕн директорĕ Иван Никифоров вара «Культура» наци проекчĕпе автоклубпа тивĕçтернишĕн питех те кăмăллă. Сăмах май, куншăн культура ĕçченĕсенчен те ытларах ял çыннисем савăннине палăртать ертÿçĕ.
Пĕлтĕр июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче килнĕ урапаллă культура çурчĕн усăллăхне артистсемпе ял çыннисем аванах ăнланса илнĕ. Элĕксем ялсене автоклубпа тухса çынсене савăнăç парнеленĕ. Кăçал та çанталăк ăшăтма пуçласанах ял çыннисем ыйтнипе каллех гастроле тухнă. Иртнĕ тапхăрта культура ĕçченĕсем Юнтапа тăрăхĕнче пурăнакансене савăнăç парнеленĕ пулсан, июль уйăхĕнчен Тавăт тата Тени территори пайĕсенчи ялсене каяссине плана кĕртнĕ. Кăçалтан ку енĕпе çĕнĕлĕх те пур-ха. Вырăнти артистсемпе пĕрле ялсене Чăваш Республикин эстрада артисчĕсем те автоклубпа халăх патне çÿреççĕ. Ку пуçару Чăваш Республикин Культура министерстви сĕнĕвĕпе пурнăçа кĕрет.
Аякран ахаль автобус пек курăнакан культура транспорчĕ концерт залĕ те, театр сцени те пулма пултарать. Автоклубра сасă тата çутă хатĕрĕсем пĕтĕмпех пур, электричество çутипе тивĕçтерес тĕлĕшĕнченте ыйту тухмасть.
«Культура» наци проекчĕ çамрăксене те ÿнерпе, театрпа, кинопа туслашма май парать. Раççейре пурăнакан 14-23 çулсенчи мĕнпур çамрăк тÿлевсĕрех Пушкин карттипе усă курса федераци укçи-тенкипе культура учрежденийĕсене çÿреме пултарать. «Пушкин картти» пĕрлехи проект Раççейри Культура, Цифра министерствинсен тата Почта Банк пуçарнипе пурнăçа кĕрет. Унăн усăллăхне Элĕк муниципаллă округĕнче пурăнакан çамрăксем аванах ăнланса илчĕç.
Муниципалитетăн культура секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова пĕлтернĕ тăрăх, шкул ачисемпе çамрăксем Пушкин карттипе Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕ, вулавăшсем, клубсем ирттерекен мероприятисене йышлăн çÿреççĕ. Кунсăр пуçне Элĕкри культура çурчĕн кинозалĕ те Пушкин карттипе куракансене кĕртет.
- Вĕренекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ, патриотизмпа çыхăннă киносем сахал мар пирĕн. Çавăнпа та муниципалитетăн вĕренÿ пайĕпе хăйне евĕрлĕ килĕшÿ те тунă. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех педагогсем, ашшĕ-амăшĕ тата вĕренекенсем хăйсем ыйтнипе шкул программинчи илемлĕ литературăпа çыхăннă киносене кăтартатпăр. Класăн-класăн килесси йăлана кĕчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли мультфильмсен сеансне йĕркелетпĕр, - каласа парать Элĕкри культура çурчĕн директорĕ Иван Никифоров.
Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ те, кинозал ĕçĕ чарăнса ларчĕ текен шухăш та йăнăш. Шкулсем çумĕнче канупа сиплев лагерĕсем ĕçлерĕç. Унта çÿрекен ачасене валли ятарласа юмахсем кăтартассине йĕркеленĕ культура ĕçченĕсем.
Эльвира КУЗЬМИНА.