Кашни хĕрарăм чипер те илĕртÿллĕ
Республика кунне халалланă уява чăннипех те илем кÿрекен тепĕр мероприяти вăл «Эпĕ - хĕрарăм» конкурс пулса тăчĕ. Кăçал вăл регионсем хушшинчи шая хăпарса тăваттăмĕш хут иртрĕ. Унăн историйĕ вара 2021 çулта пуçланнă. Çак тапхăрта кунта 2500 хĕрарăм хăйне кăтартма пултарнă. Чи кĕçĕнни 17 çулта пулсан, асли вара тăхăр вуннăран иртнĕ. Вĕсем пурте конкурса тăратнă видеороликсенче хăйсем çинчен çемье, юратнă ĕç урлă каласа панă. Обществăлла ĕçре те хастар вĕсем, ыр кăмăллăх акцийĕсенче те пуçарулăх кăтартаççĕ.
Конкурса Республика кунĕнче пĕтĕмлетесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче чи илемлĕ те пултаруллă, тăрăшуллă та хастар хĕрарăмсем «Волга Опера» театра пухăнчĕç. Пысăкрах зала пуçтарăнасси конкурсантсен йышĕ ÿснипе те çыхăннă пулĕ, мĕншĕн тесен кăçал вĕсен шучĕ пĕр пинрен те иртнĕ, çитменнине тата номинацисен шутне те анлăлатнă. Маларах çирĕпленнисем шутне «Кĕт мана» тата «Эпир Чăваш Енрен» кĕнĕ. Пĕрремĕшĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем пулчĕç пулсан, иккĕмĕшĕнче – Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан хĕрарăмсем. Кунта вара хутшăнакансен географийĕ анлă пулнипе тĕлĕнтерчĕ. Мускавпа Санкт-Петербургран, Тюменьтен, Сургутран, Севастопольтен, Тутар Республикинчен, Оренбург тата Чĕмпĕр облаçĕсенчен ĕçсем килсе çитнĕ. Çапла вара 12 номинацие 1026 конкурсант хутшăннă. Вĕсемшĕн шăнкăравлакансен шучĕ 100 пинрен те иртнĕ. Çывăхри тата аякри тăвансене, пĕлĕш-тантăша, тус-юлташа, ĕçтешсене пĕрлештерчĕ ку конкурс тесен те йăнăш пулмĕ.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем паллă. Чи нумай сасă пухакансене «Волга Опера» театр сцени çине чысларĕç. Тĕрĕссипе, «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса хутшăнакансенчен кашниех çĕнтерÿçĕ ятне тивĕç. Вĕсем хăйсем çинчен пурте курмалла тата илтмелле каласа пама хăюлăх çитернĕ. Вĕсенче кашниех Чăваш Ен илемĕ тата мăнаçлăхĕ пулса тăрать. Çак шухăша сцена çине саламлама тухакансенчен кашниех палăртса каларĕ. Паллах, чи малтанах «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса хутшăнакансене Раççейри Хĕрарăмсен Союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Наталья Николаева саламларĕ.
«Пирĕн юратнă та илемлĕ хĕрарăмсем, хăвăрта тапса тăракан çутта кулленхи ĕçсемпе хупласа хума ирĕк ан парăр. Йăри-тавралла, пĕр-пĕрин çине пăхса илĕр, хăвăр çумри хĕрарăмсен илемне курма пултарăр тата вĕсенчен килекен çутта хăвăртан тухакан çутă тесе йышăнăр», - тесе ăнăçу сунчĕ Наталья Алексеевна. Çак кун конкурсантсен ячĕпе чылай чи ырă та ăшă сăмахсем янăрарĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн представителĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева саламларĕç. Кашниех паянхи уявпа савăннине пĕлтерчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть. Сцена çине 93 çулхи Елизавета Иванова хăпарсан пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕн мăшăрĕ Анна Чумакова вара 5-мĕш хут амăшĕ пулма хатĕрленет. Вăл Гран-при статуэткине илме тухсан кашниех савăнăçа унпа пĕрле пайланине палăртма тăрăшрĕ. Кунсăр пуçне чи пултаруллă та пуçаруллă хĕрарăмсене депутатсем ятарлă номинацисенче Тав çырăвĕсемпе палăртрĕç.
«Эпĕ – хĕрарăм» конкурса хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Акă, кăçал Элĕксем хăйсен видеоĕçĕсене 6 номинацире тăратнă. Кунта вĕренÿпе культура, ял хуçалăхĕпе предпринимательство тытăмĕнче ĕçлекенсем, «кĕмĕл» волонтерсем, çамрăксем те пулчĕç. Вĕсем - çемье ăшшине упракансем, юратнă амăшĕсем тата кукамай-асаннесем, хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем, тăван ен хастарĕсем. «Пĕлÿ патне чăрмавсемсĕр» номинацире Алина Геннадьевна Петровăпа Людмила Александровна Андреева, «Эпир пултарулăха кăтартма çуралнă» номинацире Апполинария Александровна Леонтьевăпа Вера Ивановна Степанова, «Бизнес хăрарăмĕсем» номинацире Инна Витальевна Романовăпа Елена Валерьевна Терентьева, «Манăн çемье - манăн пуянлăх» номинацире Алевтина Марковна Алексеевăпа Любовь Михайловна Константинова, «Эпир XXI ĕмĕр çамрăкĕсем» номинацире Зоя Григорьевна Семенова тата «Хамăрăн, чăвашăн, юратни» номинацире Ольга Александровна Дубинина ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх призерсен йышне Инна Романовăпа Ольга Дубинина кĕме пултарчĕç. Инна Витальевнăна чи мала тухма пĕр сасă кăна çитеймен, вăл 2-мĕш вырăнта. Çĕнтерÿçĕ Дипломĕпе ăна Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов чысларĕ. Ольга Александровна вара хăйсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнисен йышĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Шел, хăш-пĕр сăлтавсене пула вăл чыслава хутшăнаймарĕ. Кунсăр пуçне Алина Геннадьевна вĕрентекен çĕнтерÿçĕ ятне илессинчен пĕр утăмра кăна тăчĕ. Сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх вăл 300 ытла конкурсант хушшинче 4-мĕш вырăна тухнă. Пысăк çитĕнÿ мар-и?!
Хĕрарăмсен Канашĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ольга Алексеева палăртнă тăрăх, пирĕн хĕрарăмсем кашниех çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Вĕсем çине пăхса тĕслĕх илмелле, вĕсенчен вĕренмелле. Сăмах май, çитес çул конкурс хăйĕн пĕчĕк çавра çулне паллă тума палăртать. Пилĕк çул çитет-çке. Йĕркелÿçĕсем паянах тĕллевсем лартнă – конкурса хутшăнакансен шучĕ 2 пинрен кая пулмалла мар. Апла пулсан ырана хăвармасăр паянах хатĕрленме пуçламалла. Кунта манăн Тутар тăрăхĕнчен килсе çитнĕ делегаци шухăшне каласа хăварас килет. «Пирĕн хĕрарăмсем хăрамасăрах темĕнле ĕç те тума пултараççĕ, хастарлăхĕпе тĕрлĕ тытăмра малтисен ретĕнче пыраççĕ, анчах та сăпайлăх пире хамăр çинчен каласа пама чăрмантарать. Хăюллăрах пуласчĕ пирĕн - ытарайми хĕрарăмсен», - тенипе залра ларакансенчен чылайăшĕ килĕшнине алă çупса çирĕплетрĕ. Уява пухăннисене çак кун музыка парни кĕтрĕ. Сцена çинче «Волга Опера» театр артисчĕсем тата Питĕрти ACID HASID ушкăн пулчĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.