Ехремкассисем ФАП кĕтеççĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Регион ертÿçи патĕнче çĕкленĕ ыйтусем пурте Элĕк, Йĕпреç, Çĕмĕрле тата Шăмăршă округĕсен инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă. Кунта – çулсене, шыв тытăмĕн сетьне юсасси, шкулсен территорийĕсене хăтлăх кĕртесси тата çĕнĕрен ФАПсем тăвасси.
Олег Николаев патĕнче Ехремкасси библиотекин тĕп библиотекарĕ Алина Андреева пулнă. Вăл ялта фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас ыйтăва çĕкленĕ. Ехремкасси участокĕ çумне Куракăш, Качалав тата Юманлăх ялĕсене çирĕплетнĕ. 2024 çултанпа çак ялсенче пурăнакансем медицина пулăшăвне Юнтапари врач амбулаторийĕнче илеççĕ. Юнтапа салине çÿреме чăрмавлă, уйрăмах аслă çулхисемпе ачасене. Çавăнпа та ыйтăва татса пама регион пуçлăхĕ пулăшасса шанаççĕ.
Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Ехремкассинче ФАП пулĕ. Хăвăрт хăпартакан модульлĕ сооружение тума 2027 çулхи бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.
«Ялта пурăнакансене ФАП кирли çинчен каласа патăм. Манăн ыйтăва Олег Алексеевич питĕ тимлĕ итлерĕ, медицина пулăшăвĕн ял çыннисене çывăх пулмаллине палăртрĕ. Ăна татса пама пулăшни пире шанăç парать», – терĕ Алина Васильевна.
Граждансемпе куçа куçăн тĕл пулни çивĕч ыйтусене çийĕнчех татса пама, татăклă йышăнусем тума пулăшать. Чи кирли – кашни ыйтăвах тимлĕхре пулни.
Хамăр инф.