Эпир пĕрле пулни çĕнтерĕве çывхартать
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăнакансене асăнмалли куна октябрĕн 28-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2021 çултанпа паллă тума пуçланă. Кăçал вăл Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче иртнĕ.
1941 çулта хĕрарăмсемпе ачасем, мучисемпе кинемейсем хăйсене шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Халĕ те ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра Чăваш Ен хĕрарăмĕсем айккинче тăмаççĕ. Вĕсем ял çыннисемпе пуçтарăнса СВОна хутшăнакан салтаксене пулăшас тесе хÿтĕлев çеткисем хатĕрлеççĕ, алсиш-нуски çыхаççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ, шлем çине тăхăнмалли хÿтĕлев çеткăсем маçтăрлассине те хăйсем çине илнĕ.
Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. «Асатте-асаннесем пекех паян эпир ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисене пулăшатпăр. Вĕсене çар хатĕрĕсемпе, япаласемпе, атă-пушмакпа тивĕçтеретпĕр. Салтаксем вĕсемшĕн тăрăшнине, пулăшнине туйса тăччăр. Асатте-кукаçисем пекех тăшмана аркатчăр. Ачасен çырăвĕсене вĕсем мĕн тери юратнине хам курса ĕнентĕм. Нумаях пулмасть эпĕ ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патĕнче пулса килтĕм. Çырусене вĕсем кĕсьесенче упраççĕ. Эпир пĕрле пулни Çĕнтерĕве çывхартма пулăшать. Çакна асра тытмалла: иртнĕ кун-çула манман халăх ура çинче çирĕп тăрать», - тенĕ регион ертÿçи.
«Культура V Победе» мероприятие Элĕк енри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан волонтерсем хутшăннă. Кунта пысăк сцена çинче республикăри чи хастаррисене чысланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне Ехремкасси территори пайĕнчи «кĕмĕл» волонтерсен председателĕ Августина Семенова тивĕçнĕ. Августина Станиславовна ял çыннисемпе пĕрле Ехремкасси библиотекинче хÿтлĕх çеткисем çыхас тата гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçсене хастар хутшăнать.
Культура керменĕн фойинче волонтерсем çар çыннисене мĕнлерех пулăшнине кăтарнă. Ураскилтри Роза Калмыкова, Валентинăпа Галина Никандровăсем салтаксем валли çăм нускисемпе алсишсем çыхнă. «Ăшă япаласемпе, апат-çимĕçпе, çырусемпе пулăшатпăр. Халĕ эпир ăшă нускисемпе алсишсем çыхатпăр. Хĕллехи сивĕ кунсенче ăшă пултăр вĕсене», - тенĕ «кĕмĕл» волонтерсем.
Н.СМИРНОВА.