Элĕк енрен – икĕ лауреат
Октябрĕн 16-мĕшĕнче Ял хĕрарăмĕн кунне уявланă май Чăваш патшалăх филармонийĕнче ял управçисене – тăван тăрăх илемĕшĕн тăрăшакан, çемье ăшшине упракан, тăван йăла-йĕркене ăруран ăрăва куçарса пыракан, ырă ĕçсем тăвакан хĕрарăмсене чысларĕç.
«Ял управçи» преми 1-мĕш хут иртрĕ. Тупăшăва ялта пурăнакан этемлĕхĕн черчен пайĕ хутшăнчĕ. Кунта ял пурнăçне чĕрĕлĕх кĕртекенсем те, урăх регионтан килсе ялта тĕпленнисем те, халăх пурнăçне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекенсем те, яла куçма хавхалантаракансем те, ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансем те, тăван йăла-йĕркене упракансем те хутшăнчĕç. 10 номинацире лауреатсене палăртрĕç, вĕсен йышĕнчен çĕнтерÿçĕсен ячĕсене каларĕç.
Элĕк округĕнчен «Ял управçи» конкурса 10 хастар хĕрарăм хутшăнчĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ лауреат ята тивĕçрĕ. Ирина Никифорова уйрăм предприниматель, «АлиСад» питомник ертÿçи «Çĕр хуçи» номинацире палăрчĕ. Мăн Шĕвĕшри Культура çурчĕн заведующине Эльвира Ивановăна «Çĕнĕ çул-йĕр хăвачĕ» номинацире пысăк хак пачĕç. Вăл Ханты-Мансийск автономи округĕнчен куçса килнĕ хыççăн вырăнти культурăна аталантарас ĕçе хăйĕн тÿпине хывать.
Çак кун пысăк сцена çинчен саламлакансен йышĕнче Кĕçĕн Тăван ялĕнчи çамрăк фермер тата блогер Кирилл Степанов та пулчĕ. Уявра ял хĕрарăмĕсен ячĕпе ырă та ăшă сăмахсем чылай янăрарĕç. Концерт программи пуян пулчĕ.
Марина МИХАЙЛОВА.