Ĕçе юратни телей кÿрет
Элĕк енре лайăх çынсем сахал мар. Вĕсен шутĕнче Янкурас ялĕнчи Васильевсем. Ананий Васильевичпа Зоя Никандровна пурнăç тутине аван пĕлеççĕ. Вĕсем вăрçă ачисем, ĕç ветеранĕсем. Ырă ĕçпе, сăпайлăхпа палăрса тăнă. Мăшăрсем пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Ывăлĕпе хĕрĕсем йĕркеллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшнă.
Кашниех професси илнĕ
Çемье ĕç пурнăç тыткăчи пулнине тĕпе хунă. Кил хуçи, Ананий Васильевич, Элĕкри подстанцире нумай çул вăй хунă. Унăн мăшăрĕ, Зоя Никандровна, вара районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пысăк тÿпе хывнă. Вăл Янкурас ферминче ырă тĕслĕх кăтартнă. Ăна пултарулăхне кура сыснасем ĕрчетекен «Спутник» комплекса ĕçлеме чĕннĕ. Кунта та парăнман хастар хĕрарăм. Хăрах алли вутра, тепри шывра пулнă тенĕ пек канăçне курман нумай ачаллă амăшĕ. Тĕпренчĕкĕсем çине тимлĕх уйăрсах тăмалла пулнă-çке. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел, сывă ÿссе пыни савăнăç ашшĕ-амăшĕшĕн. Шел, чун-чĕрене ыраттараканни те юнашарах. Чи асли, Светлана, сусăртарах. Вăл нумай çул чирлесе пурăннă хыççăн çут тĕнчерен уйрăлнă. Юрать-ха ыттисем патвар ÿснĕ. Ĕçе хăнăхса, юратса çитĕннĕ вĕсем. Ахальтен мар кашниех тăван çĕршыва кирлĕ те усăллă пулса тăнă.
Ячĕсене те пама пĕлнĕ, кашни «а» саспаллирен пуçланать. Ку енĕпе ашшĕ Ананий Васильевич пуçарулăх кăтартнă-мĕн. Акă, вĕсем, чи çывăх çыннисене шанăç кÿрекенсем - Анатолий, Алена, Анжелика, Альбина. Кашниех професси илнĕ. Пĕртен-пĕр ывăлне Анатолие Толик теме хăнăхнă. Вăл ĕçрен хăракан йышши мар. Автомашина рульне çирĕп тытать, пархатарлă ĕçĕпе Элĕк тăрăхĕнче те палăрать. Чернобыль аварине сирме хутшăннă Анатолий Ананьевич. Округри инвалидсен организацийĕпе туслă çыхăнура вăл. Алена вара ал ĕç ăсти иккен, çĕвĕç. Вăл темĕнле япала та маçтăрласа çĕлеме пултарать. Анжеликăпа Альбина - строительсем.
- Атте-анне пире ачаран ĕçе хăнăхтарни пысăк витĕм кÿчĕ пулĕ. Уйра, шăрăхра çум çумлани, утă пуçтарни час-часах аса килет. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх яланах йышлă усранă. Вĕсене пăхассинчен пăрăнман. Кĕтÿ кĕтме ăмăртсах каяттăмăр, - хавхаланса аса илчĕ тăваттăмĕш ачи пулса ÿснĕ Анжелика.
Строитель пулма çуралнă
Вăл вăхăт çитсен, ыттисем пекех, Элĕкри вăтам шкула çÿреме пуçлать. Хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне, Римма Николаевна Михайловăна, ырăпа аса илчĕ.
- Пирĕн вăхăтра нулевой класс пурччĕ. Унта эпир малтанхи утăмсем тунă. Йышлăнччĕ. Юлса пырас мар тесе тăрăшсах вĕреннĕ. Лайăх паллăсем илсен питĕ савăннă. Романтика тени илĕртрĕ-ши? Манăн хулана каяс туртăм çуралчĕ. Çапла сакăр класс хыççăн Шупашкара çул тытрăм. Кунти 4-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине вĕренме кĕтĕм, - пĕлтерчĕ Янкурас хĕрĕ.
Çак вĕренÿ учрежденийĕнче нумай тĕрлĕ ĕç профессийĕсем. Анжелика строитель специальноçне суйласа илет. Занятисене хавхаланса çÿрет, тăрăшса вĕренет çамрăк. Виçĕ çул пĕлÿ илнĕ хыççăн техник-строитель пулса тăрать. Анжелика хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерет. Çапла çулĕ уçăлсах пынă унăн. Пултарулăхне кура пĕлĕве татах та ÿстерме сĕннĕ Элĕк ен хĕрне. Техникумра та ăс пухать Анжелика. Ăна вара кунтан вĕçертмен. Хăйне вĕрентнисемпе юнашар вăй хума пуçлать вăл. Хастар çамрăка мастера шаннă. Апла пулсан чăн-чăн вĕрентекен шутĕнче вăл.
- Вăтăр ытла студентпа кулленех ĕçлĕ çыхăнура. Вĕсене теори пĕлĕвĕсем панă. Пысăк стройкăсенче - практика занятийĕсем. Хавхаланса, тăрăшса ĕçлени ăнăçу кÿретчĕ, - савăнса калаçрĕ Анжелика Ананьевна.
Лайăх хĕре кам юратмĕ; Кÿршĕри Вăрнар тăрăхĕнчи каччăпа Виталий Григорьевпа çемьеллĕ пулать Анжелика. Килĕшÿллĕ те тату пурнăçра хваттерлĕ пулать çамрăк мăшăр. Йышĕ хушăнмасăр епле пултăр-ха. Пĕчĕк каччăсем Саша тата Костя çут тĕнчене килеççĕ. Патвар ÿсеççĕ вĕсем. Кил хуçи, Виталий Павлович, транспортпа строительство технологийĕсен (халĕ машиностроительнăй) техникумра ĕçленĕ. Ачисем, ашшĕнчен тĕслĕх илсе, унăн çулĕпех кайнă. Аслă ывăлĕ Саша хĕрлĕ диплом илме тивĕçнĕ. Костя та пиччĕшĕнчен юласшăн мар иккен, юлашки курсра тимлет. Аслă пĕлÿ илни татах та пысăк ÿсĕм. Ку енĕпе те çине тăнă каччăсем.
Пурнăç çулĕ такăр, тумхахлă та
Сасартăк - пачах та кĕтменни. Анжелика Ананьевнăн мăшăрĕ Виталий Павлович йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. Йывăр-и, çăмăл-и - малаллах пăхмалла-çке. Янкурас хĕрĕ хăйне алла илнĕ ĕнтĕ. Юратнă ĕçĕнче куллен тăрăшать. Вăл юлашки вăхăтра çурт-йĕре - уйрăм пÿртсене, хваттерсене шал енчен сăн кĕртессипе ĕçлет. Штукатурка тăвать, шпаклевка тенине пурнăçлать. Обой çыпăçтармалла-и, урайне линолиумран сармалла-и - лайăх пахалăхпа пурнăçлать. Пуян опытлă специалистăн ĕçĕ-хĕлĕ кил-çурт хуçисене килĕшет. Ку вара чи кирли Анжелика Григорьевăшăн. Вăл хулара пурăнакансене, ял çыннисене те хаваспах пулăшать. Хăй Шупашкарта тĕпленнĕ, Элĕк ене те манмасть.
- Çак кунсенче тăван кĕтесре тимлерĕм. Пĕрле вĕреннĕ тантăшăм пулăшу ыйтнине хирĕçлеймерĕм. Çĕнĕ çурта шал енчен тирпейлеме хама та кăмăллă. Пĕр-пĕрне пулăшни вара лайăхах, - терĕ Анжелика Ананьевна.
Тăван килтен хакли мĕн пултăр. Таçта аякра пулсан та хăй патне туртатех вăл.
- Элĕк ен, Янкурас ялĕ, тăван кил ытарми маншăн. Атте-анне ăшă кулăпа кĕтсе илни пысăк савăнăç. Эпир, ачисем, килессе пĕлсен, сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ вĕсем. Ырă сăмахсемпе кăмăла çĕклеççĕ, хавхалану кÿреççĕ, - хăпартланчĕ Анжелика Григорьева.
Ананий Васильевичпа Зоя Никандровна ачисен хисепне тивĕçлех ĕнтĕ. Çуллансах пыраççĕ пулин те ĕç пăрахман-ха вĕсем. Килти хуçалăха лайăх тытса пыраççĕ. Кил хуçи, Ананий Васильевич, çак кунсенче 92 çул тултарчĕ. Хастарлăхĕ иксĕлми иккен. Кăçал, сăмахран, ăнса пулнă улма-çырлана пухса кĕртме хутшăннă. Панулмине пусма лартса хăпарса татнă вăл, çимĕçсене лайăх упрать, вĕсемпе хаваспах хăналать-мĕн.
Анжелика Ананьевна хăйсен йăх-несĕлĕнче пархатарлă çынсем пуррине асăнмасăр пултараймарĕ. Унăн амăшĕ, Зоя Никандровна, Писер хĕрĕ. Пиччĕшĕ, Александр Никандрович, çар çынни, подполковник, вăрçă ачи. Вăл тăван ялĕнче астăвăм плитине уçма пулăшнă. Çак ятпа иртнĕ ял уявне Янкурасри Васильевсем çемйипех хаваспах хутшăннă. Ырă ĕçсемпе малашне те палăрма ĕмĕтленет Анжелика Григорьева. Çапла пултăр та.
Елена ТИМОФЕЕВА.