Ĕç ветеранĕ 90 çулта
Тури Вылă ялĕнче пурăнакан Зоя Архиповна Андреева 90 çул тултарнине паллă тунă. Ăна сумлă юбилейпа Ураскилт территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Филиппова, вырăнти культура ĕçченĕсем саламланă. Элĕк округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев ячĕпе саламласа район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав сăмахĕ каланă, асăнмалăх парнепе хавхалантарнă. Культура ĕçченĕсем вара юрă-кĕвĕпе кăмăла çĕкленĕ.
Зоя Архиповнăн пурнăçĕ тÿрремĕнех тăван çĕрпе – «Молния» колхозпа çыхăннă. Вăл хуçалăхра бухгалтер ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа пынă. Çакăншăн ăна ял çыннисем хисеплеççĕ те.
Зоя Андреева – икĕ ача амăшĕ. Шел, ывăлĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Паянхи кун ĕç ветеранĕ хĕрĕн – Светлана Алексеевнăн тимлĕхĕпе ăшшине туйса пурăнать.
Хамăр инф.