Доска вырăнне – интерактивлă панель
Кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен «Вĕренÿ» наци проекчĕн «Чăваш Республикинчи цифрăллă вĕренÿ хутлăхĕ» программа шучĕпе Элĕк вăтам шкулĕнчи вĕренÿ кабинечĕсене çĕнĕ цифра оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Ку вăл интерактивлă виçĕ панель LigaSmart тата 36 ноутбук.
Интерактивлă панель вăл – пысăк сенсорлă экран. Унпа çĕнĕ темăна вĕреннĕ тата презентацисем кăтартнă чухне çăмăллăнах доска е проектор вырăнне усă курма пулать. Математика урокĕнче çĕнĕ оборудовани пулăшнипе видеоуроксем пăхаççĕ, тĕрĕслев ĕçĕсене кĕске вăхăтра ирттереççĕ. Çавăн пекех PDF форматăн файлĕсем çинчех çырма та, ÿкерме те майсем пур. Çакă уйрăмах геометри задачисене шутланă чухне пысăк пулăшу парать, мĕншĕн тесен ку чухне панă чертежа ÿкерсе вĕçне çитермелле кăна.
Çавăн пекех çĕнĕлĕх «Раççей – манăн горизонтсем» урок тулашĕнчи сехетсенче онлайн уроксене лайăх пахалăхпа курма пулăшать. Ноутбуксемпе усă курни онлайн мелĕпе тест ĕçĕсем ирттернĕ чухне ăна автоматизацилеме тата ачасен ĕçĕсене тĕрĕслеме май парать. Вĕрентекенсемпе шкул ачисем интерактивлă панелĕн лайăх енĕсене те тупса палăртма ĕлкĕрнĕ. Чи кирли – материала пахалăхлă кăтартни, экран çинче картина тасан курăнни, çутатманни. Çĕнĕ технологисем темиçе программăна харăсах пĕр-пĕрне чăрмантармасăр ĕçлеме пулăшни те вĕренÿ ĕçĕнче пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентекенсем палăртнă тăрăх, интерактивлă панель майĕсемпе пуринпе те усă курма пултарни вĕренĕве кăсăклăрах тата тухăçлăрах тăвать.
Н.СМИРНОВА.
КОММЕНТАРИ
Владислав Волков, Элĕкри вăтам шкул директорĕ:
- Кабинета хальхи йышши пысăк технологиллĕ оборудованипе тивĕçтерни вĕренÿ ĕçне цифра çине куçарас ĕçри пысăк та пĕлтерĕшлĕ утăм шутланать, вăл педагогикăри çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме, çавăн пекех шкул ачисене паянхи пысăк технологиллĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать. Паллах, кун йышши уроксем йăлана кĕнĕ уроксене ылмаштармаççĕ, анчах вĕсене туллинрех те пуянрах тăваççĕ. Çĕнĕлĕх ачасен вĕренес туртăмне ÿсерет. Ытларах чухне ачасене доска умне тухасси хăратать пулсан, кунта вара пачах та урăхла. Вĕсен хăйсен ĕçлесе пăхас килет. Тепĕр тесен, интерактивлă панель вăл гаджет вырăнĕнчех, калăпăшĕпе кăна пысăк. Ялти шкулсене те кун йышши оборудованисем килни савăнтарать.