Цифра технологийĕсемпе ĕçлеме çăмăлрах
Çамрăк та пуçаруллă, çĕннине пурнăçа кĕртме хăраман кадрсене ял хуçалăх предприятийĕсем яланах тулли кăмăлпах ĕçе илме хатĕр. Анчах та ку енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ мĕнпур çамрăк специалист хăйĕн пурнăçне ялпа çыхăнтарма шикленсе тăрать. «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче тĕп зоотехникра тăрăшакан Регина Долгова вара хăйĕн ĕçĕпе чунтанах кăмăллине палăртать. Ульяновск хĕрĕ Сурăм тăрăхне килнишĕн вуçех те ÿкĕнмест.
Ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелеме пултарнăшăн, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, унтан чĕр тавар илессине ÿстерес енĕпе курăмлă ĕçленĕшĕн Регина Рамильевна кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Çамрăк специалист ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашас тĕлĕшпе «Новый путь» хуçалăха çул тытрăм та. Тĕп зоотехникпа хуçалăхăн администраци çуртĕнче тĕл пултăм.
- Каçарăр та, кунта калаçса ларма май çук. Анатри Юлăшри сĕт-çу комплексне васкамалла. Пĕрле пыма пултаратăр, - сĕнчĕ çинçерех пÿ-силлĕ хĕр-упраç. Çине халат тăхăнчĕ те, автотранспорт çине васкатпăр. Специалистсене ятарлă транспорт турттарать. Ку вара кирек хăçан та васкаса çула тухма май парать. Çул çинчех ферма заведующийĕ, ветеринари врачĕ вырăнта пулнипе кăсăкланать.
- Цифра технологийĕсем ял хуçалăхне те çитни питех те савăнтарать. Халĕ кунĕпех ĕнесем мĕн чухлĕ сĕт панине, мĕнле пахалăхлă сĕт кайнине, кашни ĕнен сывлăхне палăртма пултаратпăр. Ку кăтартусене роботпа çыхăнтарнă компьютер урлă çеç пĕлместпĕр, выльăх-чĕрлĕх пăхас енĕпе ĕçлекен мĕнпур специалистăн кĕсье телефонĕ çине килет информаци. Пĕр-икĕ ĕнен сăвăм чакни сисĕнчĕ. Çавăнта васкатăп. Сăлтавне çийĕнчех палăртмалла, - мĕн тĕллевпе çула тухнине пĕлтерет 28-тискер.
Роботсем хута янине пула специалистсен ĕç сахаланнă, кунĕпех пÿлĕмре çеç лараççĕ теме çук-ха. Яра куна фермăсене темиçе те çитме тивет унăн. Халĕ выльăх апачĕ хатĕрлессипе хĕрÿ ĕççи пынă вăхăтра кунтан татăлмасть тесен те йăнăш пулмасть. Апата мĕнле пахалăхпа хатĕрленине сăнаса асăрхаса тăмалла. Мĕнпур тытăмра технологие мĕнле пăхăннине çирĕп тĕрĕслемелле. Выльăха апатлантарнинчен ĕнтĕ сĕт сăвăмĕ те, ÿт хушаслăхĕ те, пăру илесси те, пĕтĕленесси те килет. Çакă хуçалăх аталанăвĕ, ĕçлекенĕн шалăвĕ çине витĕм кÿрет те.
- Тĕрĕссипе, мĕнпур специалист пĕр çыхăнура пулни çитĕнÿсем тума пулăшать те. Агрономпа та, ветеринарсемпе те кулленех тĕрлĕ ыйту татса памалла. Пĕр пăхсан, ферма çурчĕсене çĕкленĕ вырăнти строительсемпе зоотехникăн нимĕнле ĕç те çук теме пулать. Анчах та тĕрлĕ ÿсĕмри выльăх-чĕрлĕх мĕнле ферма çурчĕсенче пурăнни, мĕнле условисем йĕркелени тÿрремĕнех зооветслужбăна та пырса тивет, - ăнлантарать Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Çавăнпа та нумай чухне ирхи çичĕ сехетсенче ĕçе тухса каять те каçхи сакăр-тăхăр сехетре çеç çаврăнса çитет. Çамрăк специалист «Новый путь» ял хуçалăх предприятине ĕçлеме килсен ятран хваттерпе тивĕçтернĕ ăна. Эрне варринче унта кун-кунлать пулсан, канмалли кунсене Етĕрнене Алексей Валерьевичпа тăваттăри Вадим ывăлĕ патне васкать. Çак тапхăрта хытах тунсăхлать Регина çемйисĕр, видеоçыхăнупа калаçса çеç кăмăлне çĕклет.
Çамрăк специалист ăс-хакăлне аталантарас енĕпе те сахал мар ĕçлет. Пушă вăхăтра, ытларах хĕлле, выльăх-чĕрлĕхе пăхас енĕпе çыхăннă Интернет урлă ятарлă курссенче вĕренет, кĕнеке вулать. Çавăн пекех дизайнпа тата ÿкерессипе кăсăкланать. Кунсăр пуçне ял хуçалăх предприятийĕнче профком пулăшуçинче тăрăшать.
Уйăхсерен паракан 2500 тенкĕ стипенди укçине мĕнле тăкакланипе интереслентĕм те. Пĕчĕк ывăлĕ çине тăкакланине, ăна валли ăс-хакăлне аталантаракан хатĕрсем илнине пĕлтерчĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.