Çыравçăпа пĕрле сăвăсем вуланă, вылянă, юрланă
Республикăра «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке - 2025» фестиваль-конкурс малалла пырать. Çĕнтерÿçĕсем декабрĕн 18-мĕшĕнче паллă пулĕç. Конкурспа килĕшÿллĕн Элĕкри ача-пăча библиотекинче тĕлĕнмелле ăшă тĕлпулу иртнĕ, шăпăрлансемпе пултаруллă поэт, писатель тата ÿнерçĕ Светлана Гордеева курнăçнă.
Библитекăна куллен кĕнеке вулама çÿрекен ачасемшĕн ку хăйне евĕр уяв пулса тăнă. Мероприяти питĕ хаваслă пуçланнă, шăпăрлансем «Пĕрле зарядка тăватпăр» кĕнекери сăвăпа хавхаланса Светлана Денисовнăпа пĕрле хусканусем тунă. Залра хаваслă сасă янăранă, ачасем савăннипе йăл кулнă - паллă çыравçăпа зарядка тума питĕ килĕшнĕ вĕсене! Унтан ачасем «Пĕрле зарядка тăватпăр» кĕнекери сăвăсене вуланă. Сумлă хăна тăрăшулăхшăн кашни ачана хăйĕн аллипе ăсталанă, автограф лартнă парнесемпе хавхалантарнă.
Унтан Светлана Денисовна вулавăша пухăннисене хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарнă. Кайран чăваш чĕлхи илемĕ пирки çырнă сăввисене вуланă, «Осьминог-шахматист», «Икĕ дельфин», «Жирафăн мĕншĕн мăйĕ вăрăм;» историсене тата ытти сăнарсем пирки каласа кăтартнă. Хăш-пĕр кĕнекене автор хăй ÿкерсе илемлетет - вăл ÿнерçĕ профессине вĕреннĕ-çке-ха. Ачасене уйрăмах «Буквы в букете» кĕнеке питĕ илĕртнĕ. Унта Светлана Денисовна алфавитри кашни сас палли валли хăй чечек ÿкернĕ, кашнин валли сăвă çырнă. Ачасем кăçал кун çути курнă «Кулинарная азбука» кĕнекепе те кăсăклансах паллашнă. Унта вара алфавитри сас паллисем кĕске сăвăсем тата профессионал поварпа Лев Гордеевпа пĕрле хатĕрленĕ ансат рецептсем урлă кулинари тĕнчине илсе кĕреççĕ. Ку кĕнекере Светлана Гордеева - автор та, ÿнерçĕ те.
«Корзина с грибами» кĕнеке патне черет çитсен ачасем хаваслăн выляма пуçланă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлнĕ. Хуравсене тĕрĕс пĕлсен çав тери савăннă вĕсем, куншăн çыравçă парнепе хавхалантарнă.
Светлана Денисовна ачасемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă. Вĕсем пĕр самант та кичем ларман, сăвăсем вуланă кăна мар, тавра курăмне те анлăлатнă. Çиле мĕнле ÿкермелле? Шухăшласа кăларнă чĕр чуна епле ят памалла? Çакнашкал ыйтусен хуравĕсене те çыравçăпа пĕрле шыранă вĕсем. Ку кăна мар, çимелли тата наркăмăшлă кăмпасене те уйăрма вĕреннĕ.
Светлана Гордеева библиотекăна хăйĕн кĕнекисене кăна мар, нумаях пулмасть Мускаври «Обзор» издательство кăларнă ача-пăча кăларăмĕсен комплектне те парнеленĕ. Çав шутра - «Стрижи в небе» кĕнеке те. Вулавăш ĕçченĕсем çак кăларăмсем ачасен юратнă кĕнекисем пуласса иккĕленмеççĕ.
Паллах, хаваслă мероприяти юрă-тăшăсăр вĕçленмест. Çамрăк артистка София Двойченко темиçе юрă юрласа тĕлпулăва килнисен кăмăлне пушшех те çĕкленĕ.
Тĕлпулу ачасене кăна мар, çыравçа хăйне те питĕ килĕшнĕ. Вăл хальхи йышши ача-пăча библиотекисем çав тери кăсăклă та пуян пулнинчен, ачасем унта килсен каясшăн пулманнинчен тĕлĕннĕ.
«Манăн Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Пĕрле зарядка тăватпăр» сăвăсен кĕнеки «Чăваш Ен литератури, çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурса хутшăнать. Ачасем унти хăш-пĕр сăвва вĕреннĕ, мана каласа кăтартрĕç, хăшĕ-пĕрне хам вуласа патăм. Тĕлпулура шăпăрлансем валли тухнă ытти кĕнеке пирки те каласа кăтартрăм, «Веселая карусель», «Верить в чудеса», «Корзинка с грибами». Вĕсем пурте тĕрлĕ çулта республика шайĕнче иртекен «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» конкурсра ачасем тата çамрăксем валли вырăсла çырнă кăларăмсен номинацийĕнче мала тухнă. Ытти кĕнекери сăвăсене те вуларăмăр, вылярăмăр, хусканусем турăмăр, юрларăмăр. Пĕр сăмахпа, пĕр-пĕрне савăнтартăмăр!» - çапла пĕлтернĕ Светлана Гордеева Элĕкри тĕлпулу хыççăн.
Надежда Кузьмина,
Элĕкри ача-пăча библиотекин заведующийĕ.