Чи пысăк пуянлăх – ачасемпе мăнуксем
Элĕк салинчи Леонид Ивановичпа Фаина Семеновна Капаровсем çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнĕ.
Çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăннă çулсене вĕсем ăшшăн аса илеççĕ. «Йывăрлăхсем пирĕн туйăмсене çирĕплетнĕ кăна. Вĕсем чи кирлине вĕрентнĕ: кирек мĕнле лару-тăрура та пĕр-пĕрне итлеме, ăнланма тата пулăшма пĕлмелле», – тет хисеплĕ мăшăр çемье телейĕн вăрттăнлăхне уçса панăçем.
Капаровсем хăйсен пурнăçне тăван тăрăхпа çыхăнтарнă. Леонид Иванович нумай çул Вăрнарти çул-йĕр юсавпа строительство управленийĕнче вăй хунă пулсан, Фаина Семеновна ветеринари лабораторийĕнче тăрăшнă. Профессири ăсталăхне тата тăрăшулăхне кура вĕсене пĕрре кăна мар Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланă.
Юбилярсен шучĕпе, пурнăçри чи пысăк пуянлăх – çемье. Хисеплĕ мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăла çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вара ачисен ăшшине туйса пурăнаççĕ, пилĕк мăнукпа савăнаççĕ.
«Леонид Ивановичпа Фаина Семеновнăна чун-чĕререн саламлатăп. Çирĕп сывлăх сунатăп, килте хăтлăх хуçалантăр, çывăх çынсемпе тĕл пулса савăнмалла пултăр. Тăван кил вучахĕн ăшши сирĕн пысăк çемьене ăшăтса тăтăр», – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сумлă юбилярсене хăйĕн Контактри страницинче саламланă май.
Çирĕп те телейлĕ мăшăрсем çитĕнсе пыракан ăрăва воспитани парас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Шăпах та çакă «Çемье» наци проекчĕн никĕсĕнче шутланать те. 55 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан Леонид Ивановичпа Фаина Семеновна Капаровсен çемье историйĕ вара çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Н.СМИРНОВА.