Çамрăксем пурнăçпа тан утаççĕ
«Новый путь» хуçалăхăн Анат Юлăш ферминче производство процессĕсене пĕтĕмпех автоматизациленĕ. Кунти ĕç-хĕле робот йĕркелесе тăрать. Ĕнесене вара кăкармасăр усраççĕ. Халь вĕсене витене хăваласа кĕртме кирлĕ мар, унăн алăкĕсем хăйсемех уçăлаççĕ. Палăртма кăмăллă, унччен çын тунă ĕçе пĕтĕмпех тенĕ пек автоматизациленĕ. Апатлантармалли, шăвармалли хатĕрсем пур. Тислĕке те ятарлă транспортер кăларать. Сывлăша вара уçăлтарсах тăраççĕ.
Чи пысăк çĕнĕлĕхсенчен пĕри - ĕнесене робот суни. Ĕне мĕн чухлĕ сĕт антарни е хăшне суман - пĕтĕмпех компьютерта палăрать. Апла пулин те пăхса тăракансăр май çук. Акă, Анат Юлăшри Сергей Волковпа Алексей Васильев оператор тивĕçне пурнăçлаççĕ. Иккĕшĕ те çамрăк - пĕри 36-ра, тепри 21-ре. Шанса панă ĕçе тивĕçлипе туса пыраççĕ.
- Робот ятарлă программăпа ĕçлет. Халĕ компьютер урлă ĕнесем мĕн чухлĕ сĕт панине лайăх куратпăр. Мĕнпур информаци кĕсье телефонĕ çине килет, çавăнпа килте чухне те фермăри ĕç-хĕл пирки пĕлсе тăратпăр, - терĕ Сергей Анатольевич. - Ĕне робот патне пырсан унăн алăкĕсем хăй тĕллĕнех уçăлаççĕ. Выльăх сумалли вырăна кĕрет те, сĕт те пухăнма пуçлать. Сĕте сунă хыççăн унăн пахалăхне кĕске вăхăтрах пĕлме пулать. Енчен те ĕне айккинелле пăрăнсан çав самантрах сума чарăнать. Кун пирки çийĕнчех оператора пĕлтерет.
Сергей Волков Мускав тăрăхне ĕçлеме те çÿренĕ, анчах тă-ван кĕтесре ĕç тупăнсан аякри вырăна каяссине хирĕçленĕ. Фермăна килсе оператора вырнаçнă та паянхи кун та шаннă ĕçре чунран тăрăшать. Шалу лайăх илнĕрен тата условисем çителĕклĕ пулнăран кунтан уйрăлма вуçех те шутламасть.
Алексей Васильевич, çамрăк пулин те, ытти тантăшĕсем пек хулана çул тытман, ферма ĕçне кÿлĕннĕ. Халĕ операторта тăрăшать.
- Хамăн ĕçе чунтан юрататăп. Шел те, çамрăксенчен ялта пĕчченех эпĕ. Çавăнпа кĕркуннепе хĕл кунĕсенче кăшт кичемрех. Тунсăха сирес тĕллевпе пушă вăхăтра хулана кайса килетĕп, унта вара тĕрлĕ çĕре çитетĕп. Мана ĕç укçи тивĕçтерет. Фермăра пĕтĕмпех аван, - пĕлтерчĕ Алексей Васильев.
Вăл каланă тăрăх, ĕнесене робот сăвать. Вĕсем вара пĕрин хыççăн тепри черете тăраççĕ. Пĕр ĕнене сума вăхăт нумаях каймасть, пилĕк-ултă минут кăна кирлĕ.
- Вĕтетнĕ хутăш апат выльăхсем патĕнчен кунĕпе те татăлмасть. Рацион пуян. Ахальтен мар кашни ĕнерен ытларах сĕт суса илессишĕн коллективпа пĕрле тăрăшса ĕçлетпĕр, - хушса хучĕ Алексей Васильевич.
Анат Юлăш ферминче тăрăшакан тепĕр çамрăк - Артем Сильвестров. Вăл ветеринарта вăй хурать. Артем Канаш округĕнчи Вăрман Енĕш ялĕнчен. Аслă пĕлÿ илни çинчен калакан документа алла илсен «Новый путь» хуçалăхра ĕç пуррине пĕлнĕ. Вăт, каччă Чăваш Сурăм тăрăхне килнĕ. Халĕ ăна кунта йăлтах тивĕçтерет. Фермăри выльăхсенчен вара кунĕпе те уйрăлмасть. Чирлесен сыватма эмелĕ те, ĕç хатĕрĕ те пур унăн.
- Ĕне сиплев курсĕ витĕр тухать пулсан, аппарат хăй патне ямасть, витене кĕрсенех автоматика пулăшнипе тÿрех хăратать, - ăнлантарчĕ ветеринар.
Мĕнех калăн, ял çамрăксемпе илемлĕ. «Новый путь» хуçалăхăн Анат Юлăш ферминче ĕçлекен яшсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Вĕсем ĕçре ялан хастар. Çавăнпах ÿсĕм çулĕпе малалла утаççĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.