Çамрăк армеецсем ăмăртрĕç
Çамрăк армеецсен нормативĕ... Çакăн пек ятпа иртрĕ республикăри çамрăк армеецсен хатĕрлевĕн нормисен комплексĕ. Ăна çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕллевпе «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шучĕпе йĕркеленĕ.
Мероприятие сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Çамрăк армеецсене тата вĕсен ертÿçисене Элĕк округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Ильина, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн çарпа патриотизм енĕпе ĕçлекен пай ертÿçи Анатолий Спеков, Чăваш Енри «Юнармия» юхăмăн регионти уйрăмĕн Штаб начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Димитрий Димитриев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен Управленийĕн çамрăксен проекчĕсемпе программисен пайĕн начальникĕ Елена Иванова, «Авангард» центр директорĕн çумĕ Анастасия Герасимова саламларĕç. Округри çамрăк параппанçăсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Тĕрĕслеве 14-18 çулсенчи çамрăксем килсе çитнĕ. Элĕксемпе танах тупăшăва Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Улатăрпа Шăмăршă округĕсенчи командăсем хутшăнчĕç. Вĕсен сакăр тапхăр витĕр тухма тиврĕ. Теорие пĕлнине, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панине, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарнине тĕрĕслерĕç, чупассипе ăмăртрĕç тата ытти тĕрĕслевсем витĕр тухрĕç. Мĕнпур норматива ăнăçлă пурнăçланă çамрăк армеецсене «Çамрăк армеецсен нормативĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чыслĕç.
Çак кун Б.С.Марков ячĕллĕ Тавăтри вăтам шкула «ЮНАРМИ çурчĕ» ята илни çинчен сертификат пачĕç. Малашне вăл çамрăксене аталанмалли вырăн пулса тăрĕ.
Марина МИТРОФАНОВА,
методист.