Ашшĕн çулне суйланă
Лариса Львова Хусанти ветеринари институтĕнче диплом илсен тăван тăрăхне таврăннă та хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçнă. Паянхи кун та вăл çак тытăмрах вăй хурать, халĕ Лариса Николаевна - Элĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ. Ку должноçре вăл 20 ытла çул тăрăшать.
Лариса Львова Ехремкасси ялĕнче çуралнă. Çемьере виçĕ хĕр ÿснĕ вĕсем. Ашшĕ, Николай Иванович, ĕмĕр тăршшĕпе тенĕ пек «Правда» хуçалăхра агрономра ĕçленĕ. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, вăл районти чи малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри пулнă, кĕрлесе кăна тăнă. Ака, вырма вăхăчĕсенче ачисем ашшĕне килте питĕ сайра курнă: вăл ирех ĕçе тухса кайса вĕсем çывăрма выртсан кăна таврăннă. Ĕçне кура - хисепĕ. Николай Иванович «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята тивĕçнĕ. Анчах, шел те, паянхи кун вăл пирĕн хушăра çук, чире пула ĕмĕрлĕх уйрăлса кайнăранпа 15 çул çитнĕ.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме çăмăл марри те аслă хĕрне, Ларисăна, хăратман - вăл шкул хыççăн Хусана ветеринара вĕренме кайнă. Кĕçĕн хĕрĕ Татьяна вара амăшĕн çулне суйланă: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ют чĕлхесен факультетĕнче студентсене вĕрентет. Вăтам хĕрĕ Наташа медицинăна суйланă. Амăшĕ, Анна Кузьминична, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Ехремкасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературин предмечĕсене вĕрентнĕ.
Диплом илсен Лариса Николаевна Шупашкарти лабораторие ĕçе кĕме палăртнă. Анчах унта ыран каймалла тенĕ чухне каçхине ун патне Ярхуньушкăньри хуçалăх директорĕ Николай Сергеев килнĕ, хăйсем патне ĕçе чĕннĕ. Çамрăк специалиста ÿкĕте кĕртнех вăл. Лариса Николаевна унта ветеринарта ĕçлеме тытăннă. Çапла Элĕк тăрăхĕнчех ĕçлеме юлнă вăл, унтанпа 35 çул иртнĕ. Тăрăшулăхне кура «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» ята илнĕ.
Паллах, йывăрлăхсемсĕр пулман. Тин ĕçе пуçăннă специалист выльăх-чĕрлĕхпе кăна ĕçлемелле тесе шухăшланă. Анчах вĕсен хуçисемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле-çке-ха: выльăх мĕн çини, унпа мĕн пулни тата ытти пирки тĕплĕн ыйтса пĕлмелле. Унсăрăн тĕрĕс диагноз палăртма çук. Хăшĕ-пĕри вара пĕтĕмпех каласа кăтартасшăн мар. Хальхи вăхăтра станцие çамрăк специалистсем ĕçлеме килменни те - çивĕч ыйту, яшсемпе хĕрсем диплом илсен хуларах юласшăн. Кадрсем çитменнипе ветеринарсен пĕр-пĕрне пулăшма тивет.
Вĕсем округра выльăх-чĕрлĕх чир-чĕрне сарăлма парас мар тесе тăрăшаççĕ. Телее, хальччен ку енĕпе пысăк пăтăрмахсем сиксе тухман. Юлашки çулсенче ĕнесен лейкоз чирне те тупса палăртман, профилактика тĕлĕшпе кашни çулах выльăхран юн илеççĕ. Юлашки вăхăтра урнă тилĕсене пула карантин мерисене йышăнни пулнă: пĕлтĕр декабрьте - Ураскилтре, кайран - Кивуйра. Хальхи вăхăтра икĕ ялĕнче те карантина пăрахăçланă.
«Ялта пурăнакан хĕрарăмсене çывхарса килекен Ял хĕрарăмĕн кунĕпе саламлатăп. Вĕсем çĕр, выльăх патне çывăхрах, çавăнпа аллисем ывăннине нихăçан та ан туйччăр, яланах вăй пултăр. Пирĕн коллективра та ытларах - хĕрарăмсем. Пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав. Мана награда пани те манăн тÿпе кăна мар, пĕтĕм коллективăн ĕçĕ. Пурне те мирлĕ те таса тÿпе айĕнче пурăнма сунатăп!» - çапла калаçăва вĕçлерĕ Лариса Николаевна.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.