Ăна хисеплесе Батя тесе чĕннĕ
Элĕк тăрăхĕнчи Шĕмшеш салинче çуралса ÿснĕ Вячеслав Филимонов ятарлă çар операцине 63 çулта хăй ирĕкĕпе кайнă. Вăл 2023 çулхи августăн 30-мĕшĕнче Раççей Оборона министерствипе пĕр çулталăклăх контракт çырнă. Луганск çывăхĕнче вĕренÿ витĕр тухнă хыççăн тинĕс пехотине лекнĕ, кайран вара ăна сывлăшпа десант çарне куçарнă, штурмовик-пулеметчиксен йышне илнĕ. Çар тивĕçне вăл Запорожье тăрăхĕнче пурнăçланă.
Мĕн хистенĕ-ха ăна ятарлă çар операцине хутшăнакансен ретне тăма? Çумра çемье, ачасем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнуксем... «Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах унта каяс шухăш çуралчĕ. Эпĕ хам ДОСААФ тытăмĕнче нумай тăрăшнă, çамрăксене çар ĕçне явăçтарнă. Юлташсем хушшинче Чечен вăрçи витĕр тухнисем чылай. Паллах, кун пек чухне аякра юлаймастăн», - пĕлтерчĕ Вячеслав Аркадьевич.
Ятарлă çар операцийĕнче Вячеслав Филимонов Татарин позывнойпа çÿренĕ. Ку кăна мар, тепĕр ят та тупса панă ăна. Çумра ытларах çамрăксем пулнине кура ăна çарти юлташĕсем Батя тесе чĕнме пуçланă. Çак сăмахра пирĕн ентеше хисеплени те, асли вырăнне хуни те палăрать мар-и?
Тăватă кун шывсăр, апатсăр
- Штурмовик-пулеметчикăн çĕклемĕ çăмăл мар. Пулемечĕ хăй çичĕ килограмм çурă таять. Кунсăр пуçне тата патронĕсем. Задание кайнă чухне юлташпа пĕрле 51 килограмран кая мар йăтмалла пулать. Кунта виçĕ кунлăх апат та пур. Тепĕр чухне пĕр чарăнми 5 çухрăм таранах утатпăр. Украина çĕрĕн уйрăмлăхне те шута илмелле. Атă çумне пылчăк çыпăçать, темле тасатсан та тасалмасть, тепĕр 3 килограмран кая мар, - каласа пачĕ Вячеслав Аркадьевич.
Октябрь уйăхĕнче кăна унăн пилĕк хушăва пурнăçламашкăн хутшăнма тивнĕ. Вĕсенчен пĕри вара паянхи кун та асран тухмасть. Задание ытти чухне 2-3 кунлăх кайнă пулсан ун чухне каялла 12 талăкран кăна таврăнма май килнĕ.
- Тăватă штурмовик - вĕсен йышĕнче пулеметчик, эпĕ, мана пулăшакан тата стрелок задание кайрăмăр. Хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнче пирĕн ушкăнра ертсе пыракана йывăр амантрĕç, çавăнпа та вăл рацие мана парса ушкăна хам çине илме хушрĕ. Ку тивĕçе эпĕ ун вырăнне çĕнĕ çын киличчен пурнăçларăм. Ирхине артобстрел хыççăн эпир вырнаçнă вырăна Т-72 танк куçса пынине асăрхарăмăр. Питĕ шанчăклăн пырать, умри çула минăсенчен тасатнă тесе шутлать пулĕ-ха. Тĕрĕссипе, вĕсем çула тасатнă, анчах та пирĕн хушăра Барсук ятлă ушкăн ертÿçи вĕсем хыççăн минăсене каяллах хурса тухма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа та танк хăй кĕтмен çĕртен сирпĕнсе кайрĕ, унăн экипажĕнчи икĕ салтака тĕп тума май килчĕ, - иртнĕ кунсене куç умне кăларчĕ Вячеслав Аркадьевич.
Тăшман хăйне улталанăшăн питĕ тарăхнă ахăртнех. Украинăн Хĕç-пăшаллă вăйĕсем пирĕн ентеш ертсе пыракан ушкăна çине-çинех тапăннă, снарядсем пăрахнă, минăсем хурса сирпĕтнĕ, анчах та усси пулман.
- 10 кунран тăваттăшне шывсăр тата апатсăр чăтса ирттертĕмĕр. Раципе пирĕн пата çĕнĕ ушкăн килессине пĕлтерчĕç, вĕсем валли те выртса хÿтĕленме çĕр чавса хатĕрлемелле. Черетпе ылмашăнса пĕри тавралăха сăнарăмăр, тепри - çĕр чаврăмăр. Вăхăт нумай иртрĕ пулин те эпир иккĕнех çĕнĕ ушкăна кĕтсе илтĕмĕр, - калаçăва малалла тăсрĕ СВО ветеранĕ.
Чĕрĕ таврăнасса чĕрепе туйнă
Çапăçу хирĕнче салтака ăнăçу та, сисĕм пурри те, кĕлĕ вулани те пулăшать. Çакна эпĕ ятарлă çар операцинче çар тивĕçне пурнăçлакан салтаксемпе тĕл пулса калаçнă май пĕрре кăна мар асăрханă. Хăйсем те çирĕплетеççĕ ăна. Вячеслав Аркадьевич та хирĕçлемест. Çапăçусенчен сывах таврăнасса вăл тĕлĕксенче те курнă. Ытларах чухне ăна чиркÿ çурчĕсем тĕлленнĕ. «Апла пулсан эпĕ киле чĕрех таврăнатăп! Турă та пулăшать», - тенĕ вăл хăйне хавхалантарса тата шанăç парса. Пĕрмаях кĕлĕ вуланă, вĕсене пăхмасăр пĕлнĕ.
Акă октябрь вĕçĕнчи черетлĕ заданире Шĕмшеш салтакĕ хытах аманнă. Ку хутĕнче ăна те чĕри систернĕ, те тимлĕхĕ чĕрĕ юлма пулăшнă? Позицие йышăннă чухне иртсе пынă май инçех мар тăракан çĕмрĕк танка пĕрре кăна мар сăнаса пăхнă вăл. Анчах та кайран вăл çăлăнăç вырăнĕ пуласса малтанах тавçăрса илеймен.
- Украина квадрокоптерĕсем эпир вырнаçнă çĕр пÿрте çунакан хутăшсем пырса пăрахрĕç. Пурте васкаса тулалла тухрăмăр. Хамăн юлташа куçпа шыранă хушăра мана ураран хытах амантрĕç, эпĕ маларах асăрханă танк патне аран-аран шуса çитрĕм. Икĕ ура та ĕçлемест. Танкран аяккалла татăлса ÿкнĕ мотор люкне сĕтĕрсе, халь пулсан вырăнтан та тапратаяс çук, танк çине хутăм та кĕрсе выртрăм, - терĕ вилĕме куçран пăхнă салтак.
Икĕ уринчен те юн сăрхăннă. Çурăм хыçĕнче пулнă аптечка вара снаряд ванчăкĕ лекнипе арканнă, нимĕн те юлман. Тĕрĕссипе, ăна лекмен пулсан сурансем татах та йывăртарах пулнă пулĕччĕç-и тен. «Çак аптечка та мана çăлса хăварчĕ!» - тет ентеш. Çумри жгутпа тата çири телняжкăна хывса çыхнă вăл, алла граната тата штык çĕçĕ илсе хамăрăннисем патне шунă. Чарăнсан шăнса хытасран та хăранă, ун чухне çанталăкĕ те сивĕ тăнă. Çитменнине тата çуллахине ăшă тумпа улăштарма ĕлкĕреймен.
- Тĕттĕм... Умра тăватă ĕмĕлке куратăп. Пĕри çÿллĕ те тĕреклĕскер. Пирĕн ун пек Мур позывнойлă салтак кăна пур. «Мур, эсĕ-и ку?» - тетĕп. «Татарин!» - илтĕнчĕ хирĕçле сасă. Хамăрăннисемех! – ентеш сăмахĕсем чуна пырса тивеççĕ.
Татарина пулăшмалли çинчен раципе пĕлтернĕ. Ăна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парса госпитале ăсатнă.
- 60 снаряд ванчăкĕ лекнĕ мана. 50-шне кăларнă. Тепĕр 10-шĕ юлнă. Вĕсене тĕкĕнме юрамасть. Киле килсен çири тумăн сăнчăрĕ çинче тепĕр пĕчĕк ванчăк тупрăм. Ăна кăларса Турă кĕтесне асăнмалăх чĕркесе хутăм, хăçан тата ăçта лекнине çыртăм, - терĕ пурнăçра тĕлĕнмелле япаласем пулса иртнине палăртса.
Вячеслав Филимонов малтанах Крымри çар госпиталĕсенче сывлăха çирĕплетнĕ. Врачсем малтанах ура çине тăрасса шантарман пулсан та парăнма шутламан ветеран. Паянхи кун та сиплев курсĕсене тухать. Шурă халатлисен пулăшăвĕ пысăк пулсан та урасене ĕçлеттерсе ярасси хăйĕнчен килнине аванах ăнланать. Çамрăк чухнех спортпа туслă пулни паян йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Шĕмшеш салинчи килĕнче пысăк спортзал пур. Кунта пĕрмаях çан-çурăма çирĕплетет, ытларах утма тăрăшать.
Пурнăçра ĕненÿсĕр те май çук. Çумра хÿтлĕх япалисем пурри те киле таса та сывă таврăнма пулăшаççĕ. Вĕсен хăвачĕ пысăк пулнине пĕр иккĕленмесĕрех калама пултарать ветеран. Вячеслав Аркадьевич ман ума сас паллисем çырнă медальон кăларса хучĕ. Ăна ятарлă çар операцине кайиччен туса хатĕрленĕ. Кунта çапăçу хирне тухса каякансене упракан кĕлĕ сăмахĕсем вуланаççĕ иккен.
Сурăхсем ĕрчетме пуçланă
Паянхи кун Вячеслав Аркадьевич пурнăçне тăван тăрăхпах çыхăнтарать. Кунта вăл фермер ĕçне йĕркелесе янă – сурăхсем тытать. Ертÿçĕре ĕçлес опычĕ пысăк пулин те выльăх-чĕрлĕх ĕçчетес ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илес тесе «Фермерсен шкулĕ» тата «СВОй бизнес» программăсемпе ятарлă вĕренÿ витĕр тухнă. Кăçал унăн Пĕтĕм Раççейри «Çĕр паттăрĕсем» форума хутшăнма тÿр килнĕ. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ технологисемпе паллашни харпăр хăй ĕçĕнче пулăшасса шанать.
– Мĕншĕн сурăхсем ĕрчетме шутларăр-ха? Халĕ ку выльăха сахал тытаççĕ-çке? – кăсăкланатăп эпĕ.
– Манăн анкарти хыçĕнче вырăнĕ çырма-çатраллă. Шăпах та сурăхсене çÿреме ирĕклĕ. Шывĕ те юхать. Çитменнине тата кÿршĕсем те ытларахăшĕ ялта пурăнманран анкартисемпе усă курмаççĕ, мана тирпейлеме ыйтаççĕ. Кунсăр пуçне сурăхсем чирпе питех аптăрамаççĕ, – уçăмлатрĕ фермер.
Хальхи вăхăтра Вячеслав Аркадьевич 9 гектар çĕре хăй çине илнĕ. Картара 50 пуç сурăх. Кутумски, Эльдиваевски тата Романовски ăратлисем. Кунпа кăна çырлахса ларасшăн мар-ха вăл, шутне икĕ хут ÿстересшĕн. Ăратне улăштарасси пирки те шухăшлать.
– Кĕске çăмлă сурăхсем туянас кăмăл пур. Вĕсемпе ĕçĕ сахалрах. Кусенне çулталăкне икĕ хут çăм касмалла-çке, тăкаклă, – умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ вăл.
СВОпа çыхăну татăлман
Вячеслав Филимоновăн кăкăрĕ çинче «Хастарлăхшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакан», Сывлăшпа десант çарĕн медалĕсем пур. Тăнăç пурнăçа таврăннă пулин те ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе çыхăну тытма пăрахман. Май килнĕ таран гуманитари пулăшăвĕ çитерсе пама тăрăшать. Унта 6 хутчен пулнă. Пĕррехинче инçе çула машинăпа тухас умĕн ир-ирех Элĕкри çăкăр комбинатĕнчен тин кăна пиçсе тухнă çăкăр-батон илсе кайнă. Тирпейлĕн чĕркенĕ тутлă çăкăр шăрши вырăна çитичченех сĕвĕрĕлсе пĕтмен. Салтаксем Элĕксен çăкăрне алла илсе тăраниччен шăршипе киленни паянхи кун та куç умĕнчех. Мĕн тери савăнăç! «Тăван кил шăрши! Анне пĕçернĕ çăкăр евĕр!» – тенĕ хăйсем ача пек савăнса.
– Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакансем пурри фронтпа тыла çыхăнтарать. Шĕмшеш тăрă- хĕнче ку ĕçе анлă йĕркелесе янă. Пĕррехинче эпĕ рейса каяссине пĕлсе кил картин алăкĕ çине икĕ пакет çакса хăварнă: унта салтаксем валли алсиш-нуски, куллен кирлĕ ытти япаласемччĕ. Вĕсене кам панине паянхи кун та пĕлмесĕп, анчах ăшра яланах тав тăватăп, - тет вăл.
Вячеслав Аркадьевич çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси çине те тимлĕх уйăрать. Мăн Ямаш шкулĕнчи ачасемпе пĕрре кăна мар тĕлпулу ирттернĕ. Ăна Çĕнĕ Шупашкарти мероприятисене час-часах чĕнеççĕ.
– Ачасен, уйрăмах арçын ачасен, спортпа туслашмалла. Вĕсем пулас çĕршыв хÿтĕлевçисем. Çан-çурăмĕ тĕреклĕ, сывлăхĕ çирĕп пултăр. Çакна вара ачаранах хăнăхмалла, – хушса каларĕ СВО ветеранĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.