Ачасем çĕнĕ рольсем калăплаççĕ
«Асам» фестиваль пултаруллă шкул ачисене сцена çине тухма, çĕнĕ рольсем калăплама пулăшать. Куракансен вара кăсăклă ĕçсемпе паллашма май пулать.
Чăваш Енре кăçал шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕ тăваттăмĕш хут иртет. Ăна Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Постановкăсене ачасем чăвашла та, вырăсла та лартаççĕ. Муниципалитет тапхăрĕ вĕçленчĕ те ĕнтĕ. Жюри пайташĕсем чи ăнăçлă ĕçсене суйласа илнĕ. Вĕсем республика шайĕнче ăмăртĕç.
«Асам» фестивале Элĕк округĕнчи шкул театрĕсем хастар хутшăнчĕç. Октябрĕн 11-12- мĕшĕсенче Элĕкри Культура çурчĕн сцени пултаруллă ачасемшĕн чăннипех те асамлă вырăн пулса тăчĕ. Пĕрремĕш кун Мăн Вылă, Тавăт, Тени тата Вутлан шкулĕсенчи çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç пулсан, иккĕмĕш кунне – Элĕк, Ураскилт, Питĕшкасси, Юнтапа тата Чăваш Сурăм шкулĕсем.
Ачасен ĕçĕсене сумлă жюри хакларĕ. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Лидия Филиппова, Инна Афанасьева, Лилия Ефимова тата «Ачалăх навигаторĕ» проектăн муниципаллă координаторĕ Наталья Герасимова пулчĕç.
Тăхăр шкулти 10 ĕçпе паллашнă хыççăн çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕç. 1-мĕш вырăна Элĕк тата Ураскилт шкулĕсем пайларĕç. Элĕкри «Театр тата эпир» пултарулăх ушкăнĕ О.Михеенкăн «Сказка о дружбе» постановкипе куракансене тыткăнланă. Ураскилтри «Асамлă чаршав» шкул театрĕ çарăк çинчен калакан юмаха çĕнĕлле выляса панă. Жюри йышăнăвĕ тăрăх, шăпах Ураскилтсем муниципалитет чысне рес публика шайĕнче хÿтĕлеме тивĕçнĕ те.
2-мĕш вырăна харăсах виçĕ шкул тăватă ĕçпе пайланă. Мăн Вылă шкулĕнчен икĕ ушкăн хăйсен ĕçне хÿтĕленĕ. «Ачалăх» пултарулăх ушкăнĕ Р.Медведевпа Е.Долговăн «Алюшпа Сарпи» постановкипе тата «Тантăш» пултарулăх ушкăнĕ «Туслăх кăшăлĕ» ĕçпе палăрнă. Тенисен «Шапа – çул çÿревçĕ» тата Питĕшкассисем «Тимур тата унăн команди» постановкăсемпе куракансем умне тухнă.
Виççĕмĕш вырăна Чăваш Сурăм, Вутлан, Тавăт тата Юнтапа шкулĕсем йышăннă. Çавăн пекех пултаруллă ачасене номинацисенче палăртнă. «Чи лайăх хĕрача ролĕ» номинацире Ураскилт шкулĕнчи Вероника Крыловăна асанне рольне тата Мария Убасевăна мăнук рольне ăста вылянăшăн тата Тени шкулĕнчи Екатерина Федотовăна шапа рольне лайăх калăпланăшăн палăртнă. «Чи лайăх арçын ача ролĕ» ята Питĕшкассинчи Даниил Данилов (Атаман) тата Мăн Вылăри Евгений Егоров (чăваш) тивĕçнĕ.
Çакна та палăртмалла, кăçал шкул театрĕсене професси пулăшăвĕ парассине вăйлатнă. Артистсемпе режиссерсем ачасене спектакль лартма пулăшаççĕ. Муниципалитет тапхăрĕнчи çĕнтерÿçĕсем республика шайĕнчи ăмăрту умĕн вĕсенчен канаш илме пултараççĕ. Финал К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртет.
Аса илтеретпĕр, шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн пуçарăвĕпе тата ЧР Вĕренÿ, Культура министерствисен, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрет.
Олимпиада ЛАЗАРЕВА,
Элĕкри ача-пăча тата çамрăксен пултарулăх центрĕн директорĕ.